АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТ УЯВĕ ИРТРĕ

26 августа 2009 г.

Аслă Чементи «Айдуш» уçланкăра пысăк спорт уявĕ иртрĕ. Аслă Чемен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г. Медведев пухăннисене саламланă хыççăн физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисене, ялти чи лайăх спортсменсене Хисеп грамотисемпе чыс турĕ.

Ун хыççăн ял тăрăхĕнчи 10 округ спортăн 15 (!) енĕпе тупăшма пуçларĕç. Теннисла выляса А. Медведевпа Е. Кошелева, персе А. Варламов, О. Башмакова тата Альбинăпа Александр Фроловсем, кире пуканĕ йăтса В. Чернов, дартсра А. Варламовпа Н. Кошелева çĕнтерчĕç.

Алă вăйĕ виçесси тĕлĕнмелле çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Саккăрмĕш класс çеç пĕтернĕ пулин те, М. Егорова чутах опытлă А. Япаровăна çĕнтеретчĕ. Арçынсенчен вара А. Фролов, В. Чернов тата П. Япаров пĕр пек очко пухса мала тухрĕç.

Вĕрен туртасси чи кăсăклă ăмăртусенчен пĕри пулчĕ. Арçынсенчен 6-мĕш, хĕрарăмсенчен вара 9-мĕш округри спортсменсем чи вăйли иккенне кăтартса пачĕç.

Çемьесен эстафетинче пĕр пек очко пухса Фроловсемпе Медведевсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Башмаковсен, Зотовсен, Лысовсен çемйисем те призлă вырăнсенче.

Лашасем ăмăртнине курма халăх йышлăн талпăнчĕ. 6-мĕш округри Э. Туптовăн «Тюльпан» лаши финиша чи малтан чупса çитрĕ. А. Черновпа К. Сюзюкин урхамахĕсем финиша ун хыççăн кĕчĕç.

Велосипедистсем старта йышлăн тухрĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче Алисăпа Федор Япаровсем, А. Коновалов, Д. Фролов, А. Егорова, Н. Никифорова çĕнтерчĕç.

Тĕрлĕ ăмăрту шутне мотоциклпа ярăнассине те кĕртнĕ. Кунта чи çаврăнăçулли тата пултарулли 8-мĕш округри В. Бахмисов пулса тăчĕ.

Спорт королевинче – çăмăл атлетикăра чи нумаййăн тупăшрĕ. Пĕр çултисемпе ăмăртса А. Кубыркина, Ф. Зотов, Е. Капитонова, В. Мотнов, А. Васильева, Б. Лысов, В. Алешев, С. Михайлова, Л. Медведева, В. Башмаков чи вăйлисем пулнине кăтартрĕç.

80 çула çывхаракан П. Туптов, Р. Ежова тата кăшт çамрăкрах В. Маназыпов дистанцие çăмăллăнах чупса тухрĕç.

Чи юлашкинчен машинăсемпе фигурăсем туса ярăнчĕç. Пысăк опытлă А. Медведева çитекенни пулмарĕ кунта. 2-3-мĕш вырăнсене П. Тарасовпа П. Япаров депутатсем пайларĕç.

Ачасен эстафетинче 5-мĕшпе 6-мĕш округра пурăнакансем ыттисенчен вăр-вартарах, хăвăртрах, вăйлăрах пулнипе палăрчĕç.

Пĕтĕм ăмăртусене пĕтĕмлетсен, 238 очко пухса, 6-мĕш округри (депутачĕ П. Антонов) спортсменсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. 2-мĕш вырăнта – кăшт çеç сахалтарах очко пухса – 5-мĕш округ. Виççĕмĕшсем вара – 2-мĕш округра пурăнакансем.

Спорт уявĕнче çемьесемпех хутшăнни савăнтарать. Туптовсен, Зотовсен, Медведевсен, Кошелевсен, Капитоновсен, Япаровсен çемйисем нумай-нумай ăмăртăва хутшăнса призлă вырăнсем йышăнчĕç. 5-мĕш округри В. Башмаков старостăпа пĕрле ывăлĕ, кинĕ, кĕрÿшĕ тата икĕ мăнукĕ малтисен ретĕнче пулма пултарчĕç.

Аслă Чеменсемпе Тури Чакăсем спортпа çакăн пек туслă пулнине ырламалла çеç.

Н. КОШЕЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика