29 августа 2009 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, республикăри ултă райхаçат редакцийĕ, вăл шутра Патăрьел районĕнчи «Авангард» хаçат редакцийĕ те, малалла хăйсен ĕçне автономиллĕ учреждени пулса тăсĕç. Правительство çакăн пирки 2009 çулхи августăн 26-мĕшĕнче йышăну кăларнă.
«Авангард» хаçатăн тĕп тĕллевĕ – чăвашла тата тутарла хаçатсене вăхăтра кăларасси. Саккун тăрăх вăл предприятисемпе организацисене тата учрежденисене, бизнесменсене, халăха реклама-информаци тивĕçтерĕвĕпе пулăшма, журнал-бланк продукцийĕ кăларма, методикăпа, информаципе, консультаципе çыхăннă ытти тивĕçтерÿ пама пултарать.
Редакцие автономилĕх пани хăй тĕллĕнлĕхе анлăлатма, тулашри ресурссене ытларах явăçтарма, тупăша, шалăва ÿстерес енĕпе ирĕклĕрех ĕçлеме май парать.
(Хамăр корр.).