АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем пирĕншĕн те ют мар

29 августа 2009 г.

Районта çулленех вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн учительсен конференцийĕ иртет. Кăçал та пĕлÿ çуртĕнче тăрăшакансем Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне пуçтарăнчĕç. Конференцире «Пирĕн çĕнĕ шкул» проекта районта пурнăçа кĕртесси тавра калаçрĕç.

2008 çул вĕçне районта 1427 ача е мĕн пурĕн 52 проценчĕ садике çÿренĕ. Ыттисем вырăн çитменнипе черетре тăраççĕ. Ку йывăрлăхран тухас тĕллевпе шкулсем çумĕнче парта хушшине ларма хатĕрленекенсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Паллах, ача садне çÿрекенсен тавракурăмĕ те пысăкрах, çынпа хутшăнаслăхĕ те лайăхрах. Çакна шута илсе условисене лайăхлатма тăрăшмалла, тимлĕх ытларах уйăрмалла. Шел пулин те, садик ыйтăвĕ хальлĕхе питĕ çивĕч.

Район центрĕнче ача садне вырнаçтарассишĕн черетре тăраççĕ пулсан, ялсенче вĕсем çурма пушă. Тен, çывăхрисене илсе çÿрессине йĕркелемелле; Шăпах çак шухăша палăртрĕ те район пуçлăхĕ Н. Глухов.

Самана таппи улшăннă май, шкулсенче нумай çĕнĕлĕх пулчĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче интер-активлă оборудованисемпе, компьютерсемпе усă кураççĕ. Районта 11,2 вĕренекене пĕр ăслă машина тивĕçет, база шкулĕсенче – 5-8 ачана. Çавăн пекех интернетпа усă курса пĕлĕве анлăлатасси те вĕренекенсемшĕн çĕнĕлĕх мар. 2006-2007 çулсенче «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, пур шкул та интернетпа çыхăннă. Кунсăр пуçне шкул библиотекисене те çĕнетсе пыраççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче 18076 экземпляр кĕнеке хутшăннă.

Ачасен пĕлĕвне Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ (ППЭ) хаклать. Математикăпа чи ăнăçлă тытаканнисем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Туçари шкулсенче вĕренекенсем пулнă. Ылтăн медале – 34, кĕмĕле 19 выпускник илме тивĕçнĕ.

2008-2009 вĕренÿ çулĕнче профилле вĕрентÿ программипе анлă усă курнă. Кăçал та çакăн пекех ĕçлемеллине, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытмаллине палăртрĕ вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов.

«Пирĕн çĕнĕ шкул» проектăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – талантлă ачасене пулăшасси, аталантарасси. Юлашки çулсенче укçа-тенкĕ, кăмăл-сипет, методика тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси анлă сарăлнă. Президент стипендийĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсен инновацилле системи, тĕрлĕ конкурспа олимпиада пурри шăпах талантлă ачасене тупма, вĕсене аталантарма пулăшаççĕ. 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче районта иртекен предметпа тĕрлĕ олимпиадăна 1223 вĕренекен хутшăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Туçари, Сăкăтри, Первомайскинчи шкулсенче ăс пухакансем лайăх результатсем кăтартнă.

Республикăра 26 предметпа йĕркеленĕ олимпиадăра – 7, регионсем хушшинче тутар чĕлхипе пулнă олимпиадăра пĕр вĕренекен малти вырăнсене тивĕçнĕ. Республика тата Раççей шайĕнчи конкурссенче 165 призлă вырăн йышăннă.

Ачасен хăйсен ăс-тăнне, пултарулăхне тĕрлĕ кружокра та аталантарма май пулмалла. Çавăнпа та хушма занятисене ячĕшĕн çеç ирттерни вырăнсăр. Çитĕнекен ăру пуласлăхĕшĕн клуб, библиотека, физкультурăпа спорт, сывлăха çирĕплетекен учреждени ĕçченĕсен, ашшĕ-амăшĕн, обществăлла организацисен пĕрле тăрăшмалла.

«Пирĕн çĕнĕ шкул» программăра учительсен потенциалне аталантарассине те тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 100 педагог хăйĕн квалификацине ÿстернĕ. Паяна районта 4 аслă категорие – 72, пĕрремĕшне – 487, иккĕмĕш квалификациллĕ категорие 182 учитель тивĕçнĕ.

Шел пулин те, педагогсен коллективĕ ватăлса пырать. Районта пурĕ 522 вĕрентекен, вĕсенчен 416-шĕ (79 процент) – хĕрарăмсем. Шкулта 10 çултан пуçласа 20 çулччен тата ытларах вăй хуракан учительсем – 307, çамрăксем вара 18 кăна. Тивĕçлĕ канăва кайнисем 46-ăн е 8,9 процент. Кăçал пĕр çамрăк специалист та района килмен. Кĕçĕн классенче вĕрентекенсен – 20, вырăс чĕлхипе ăс паракансен – 23, физика тата математика учителĕсен 30 проценчĕн ĕç стажĕ 30 çул ытла. Шухăшламалăх пур.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасен сывлăхне упрасси пирки тата ытларах тимлĕх уйăрмалла. Шкулсенче физкультура урокĕсемсĕр пуçне сывлăха çирĕплетмелли мероприятисем йĕркелесех тăраççĕ. Апла пулин те ытти факторсен витĕмĕ пысăкраххи палăрать: уçă сывлăшра сахал пулни, киле ĕç нумай пани, эрех-сăрапа, пируспа туслашни... Аслă класа вĕренсе çитнĕ кашни иккĕмĕш ача чирлĕ. Педагогсен вĕренекенсене хăйсен сывлăхне упрама вĕрентесси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла.

Учительсен конференцине район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Культура министрĕн çумĕ В. Бондарев хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов доклад турĕ, кайран ăна сÿтсе яврĕç. Ĕçре палăрнисене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç, район пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене свидетельствăсем пачĕç.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика