29 августа 2009 г.
Çÿлти ÿкерчĕке иртнĕ çул «Авангард» хаçатăн 119-мĕш номерĕнче пичетлесе кăларнăччĕ. Унта Ыхра Çырминчи Тукай урамĕнче пурăнакансен терт-нушине те асăннăччĕ.
Халĕ вăл хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çулталăк хушшинче Ыхра Çырмисемшĕн телей çÿлтен йăтăнса аннăнах туйăнать. «Жизнь» хуçалăх кĕске вăхăтрах пысăк утăмсем тума пултарчĕ. Унăн ертÿçи Р. Санзяпов халăхшăн тăрăшни куç кĕретех. Урамсене виçĕ уйăх хушшинче 6 километра яхăн вак чулпа тикĕслесе тухрĕç (аялти ÿкерчĕкре). Тĕрĕс, кунта ял халăхĕ те хутшăнмасăр юлмарĕ, мĕн вăй çитнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшрĕ. Анчах çак çулпа автомашинăпа ярăнакансемех хăшĕсем сăваплă ĕçрен пăрăнса юлнине те ырлаймăн.
Пархатарлă ĕçе пурнăçлама Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан А. Айбетов, Р. Вахитов, И. Камалетдинов, Г. Сабирзянов депутатсем, А. Алеев предприниматель пысăк витĕм кÿчĕç. Вĕсем ял халăхĕ хушшинче ăнлантару ирттернисĕр пуçне хăйсен кĕмĕлне те шеллемерĕç.
– Юлашки 18 çул хушшинче ертÿçĕсем ялшăн пĕр пăта çапмарĕç тесен те юрать. Шурлăха пута пуçларăмăр. Халĕ вара тикĕс çулпа утма та кăмăллă, – теççĕ ял çыннисем. Кирек мĕнле çанталăкра та кассене кĕрсе тухма пулни лайăх-çке. Чирлесси те пулать, васкавлă пулăшу машини кил умне çитме пултарĕ.
Ыхра Çырмисем çул-йĕр тума пулăшнăшăн уйрăмах «Жизнь» çĕр ĕç фирма ертÿçине Р. Санзяпова тав сăмахĕ калаççĕ. Малашне те халăхпа килĕштерсе пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
Çавăн пекех вĕсем «Авангард» хаçата та хуйха-суйха пĕрле пайланăшăн ырăпа аса илеççĕ. Енчен те çак сăн ÿкерчĕк пичетленмен пулсан çул-йĕр терчĕ пуçлăхсем патне çитмесчĕ те пуль. Районтан та укçа-тенкĕпе пулăшма май тупни те паха. (1577).
Н. ВОЛКОВ.