АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана ĕçлеттерес тесен...

29 августа 2009 г.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ (е ачан саккунлă представителĕ), калăпăр, сире шкула чĕнчĕç те çакăн пек хыпар пĕлтерчĕç: шкул ачисене вĕренÿ программипе пăхман ĕçе явăçтармалла, мĕншĕн тесен апат хакне чакармалла е тÿлевсĕр апатлантармалла.

Кунта çакна асра тытмалла: вĕренекен воспитанниксене ĕçе ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представитель) килĕшнипе çеç ĕçлеттерме юрать.

Вĕрентÿ учрежденийĕн администрацийĕн кун пек чухне çак ĕçсене пурнăçламалла:

Пĕрремĕшĕнчен, вĕренÿ программипе пăхман ĕçе хутшăнма килĕшни çинчен ачана заявлени çырма ыйтмалла.

Иккĕмĕшĕнчен, ашшĕ-амăшĕнчен (саккунлă представителĕнчен) çÿлерех асăннă заявлени çине ĕçе хутшăнтарма килĕшни çинчен паллă тума е уйрăм заявлени çырма ыйтмалла. Кунта сăмах каллех вĕренÿ программипе пăхман ĕç пирки пырать.

Виççĕмĕшĕнчен, ĕçе вĕренмен вăхăтра çеç явăçтармалла.

Тăваттăмĕшĕнчен, РФ Ĕçлев Кодексĕпе килĕшÿллĕн, вĕренÿ программипе пăхман ĕçе 14 çултан иртнисене çеç хутшăнтармалла.

Пиллĕкмĕшĕнчен, çул çитмен çамрăксен ĕç вăхăчĕн тăршшĕне пăхăннишĕн яваплă çын çирĕплетмелле. Унăн çавăн пекех РФ Ĕçлевпе социаллă аталану министерстви 1999 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 7-мĕш номерлĕ йышăнăва пăхăннине контроллесе тăмалла. Унта 18 çултан çамрăкраххисен ĕçĕн йывăрлăхĕ мĕнле шайра пулмаллине кăтартнă.

Ачана ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăнтараççĕ пулсан, вĕрентÿ учрежденийĕ çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçламалла.

Енчен те ачана урăх организаци ĕçе явăçтарать пулсан, ашшĕ-амăшĕн (саккунлă представителĕн) РФ ĕçлевпе çыхăннă саккунĕсене, çав шутра Ĕçлев Кодексне асра тытмалла.

Вĕрентÿ учрежденийĕн ачана вĕренÿ программипе пăхман ĕçе ирĕксĕр е хăратса явăçтарма нимĕнле право та çук.

Халĕ хуçалăхсенче çĕр улми кăлараççĕ. Йĕркеллĕ тата вăхăтра тÿлесен уй-хире çĕр çимĕçне пухма халăх йышлă тухать. Саккуна пăхăнса ĕçлеттерсен тата тÿлесен шкул ачисене те вĕренĕве сиен кÿмесĕрех ĕçе явăçтарма пулать, анчах та вĕренекенсен енчен килĕшÿ пулмаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика