29 августа 2009 г.
Çуллахи шăрăх çанталăкра урайне йĕпе пусмапа сăтăрса тухсан та чуна уçă. Эх, пурнăç. Уй урлă каçасси мар иккен, пÿрт тулли çемьерен пĕччен тăрса юласса шутламан та Упамсари М. Арланов. Çурчĕ-йĕрĕ тĕреклĕ. Кирпĕчрен. Газ кĕртнĕ. Пурăнма кирлĕ условисем çителĕклĕ. Ăрăва малалла тăсакансенчен яла тĕпленни пĕри çеç. Качча кайса хăйĕн çемйипе пурăнать. Ыттисем пурте Шупашкарта. Канмалли кунсенче черетлесе килсе тăраççĕ.
Вунпĕр мăнук М. Арлановăн. Çитĕнсе çемьеленни те пур. Ăрăва малалла тăсакансем аслашшĕ-кукашшĕ пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Пурнăçра хура-шурне сахал мар курчĕ Митрофан Митрофанович. 1942 çулта тăнă вăл çар ретне. Минометчик пулнă. Тăшман хурса хăварнă минăсем çине пирĕн çар кĕрсе кайиччен тасатасси, хамăра хирĕçле вăй çулне унпа усă курса пÿлесси те М. Арлановпа унăн юлташĕсем çинче пулнă. Пурнăçпа вилĕм юнашар тăнă, темиçе хутчен те аманнă Митрофан Митрофанович. Халĕ те чуна çÿçентерсе аса илмелли саман-чĕсем пур унăн. Пĕр çуркунне пăр урлă каçса малти позицие йышăннă вĕсем. Минометсем валли минăсем питĕ сахал пулнă. Илсе килессе шантарнă. Çанталăк хăвăрт ăшăтса янăран хыçри пăр ирĕлсе юхма пуçланă, ейÿ сарăлнă. Минăсем илсе пырайман. Шыв урлă каялла каçма приказ пулнă. Кам мĕнле пултарнă çапла. Юрать чирлекен пулман.
Смоленск облаçĕнчи миçе хулана, яла, миçе çынна ирĕке кăларнине каласа та пĕтереймĕн. Виçĕ çул ытла утнă вăл вăрçă хирĕпе. Çĕнтерĕве вара ялта кĕтсе илнĕ. Аманнăскере кăштах сипленме тăван ене янă пулнă.
Телейĕ пурах вăрçă ветеранĕн. Миçен выртса юлчĕç çапăçу хирне. Арăмĕсем мăшăрĕсене, ачисем ашшĕсене, амăшĕсем ывăлĕсене кĕтсе илеймерĕç мар-и; Митрофан Митрофанович вара мирлĕ пурнăçра авланчĕ, ĕçе вырнаçрĕ. Ĕç енчен ăнчех унăн: страховани агентĕнче, бухгалтерта вăй хучĕ.
– Вăхăтĕнче кĕр кĕрлесе тăратчĕ пирĕн хуçалăх. Колхоз витисенче туллиех выльăх-чĕрлĕхчĕ. Сĕт сăвăмĕ пысăкчĕ. Мунчала сĕветтĕмĕр. Ĕç кунĕ пуçне 15-шер тенкĕ укçа тÿленĕ. Хуçалăх миллионер пулчĕ. Халĕ вара... Ял çамрăкĕсем валли те ĕç çук. Мĕн тумалла вĕсен; Авланса çемье çавăрнисен укçа ĕçлесе илме Мускава çул тытмалла. Пурнăç-и ĕнтĕ çакă; – пăшăрханса калаçать М. Арланов. Чăн та çапла. Вахта мелĕпе ĕçлекенсем çуршар, пĕрер уйăх килте пурăнаççĕ. Ыттисен канăвĕ хĕлле çеç çитет. Мăшăрĕсен вара ĕç лавне хăйсен кÿлĕнмелле. Ку енĕпе те Митрофан Митрофанович çемье тĕрекĕ пулнă. Ачисене сывă ÿстермелĕх, çитермелĕх, тумлантармалăх, пурнăç çулĕ çине кăлармалăх вырăнтах ĕçлесе илнĕ. Тăрăшуллă колхоз ертÿçисене паян та ырăпа аса илет вăл. П. Степановпа, А. Пешковпа чылай çул ĕçленине палăртать.
– Укçапа сахал мар ĕçлерĕм. Таса та тÿрĕ кăмăлпа. Никама та пуспа та ытлашшине паман. Тивĕçлине тÿлемесĕр те хăварман, çавăнпа чунăм таса. Никам умĕнче те парăмăм çук, – калаçать М. Арланов. Чăн сăмахсен суйи çук. Хисеплĕ çынсенчен пĕри ялта Митрофан Митрофанович. Ытти вăрçă ветеранĕсем пурнăçран уйрăлчĕç. Ачасем патне тĕл пулăва утаканни те М. Арланов çеç. Çитĕнекен ăрăва каласа памалли вара унăн тупăнатех.
Паттăрлăхшăн панă наградăсене типтерлĕ упрать ветеран. Хаçат-журнал вулать. «Авангарда» та çырăнса илет. Ветерансене тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă курать. Çуртри телефона та çав майпах кĕртсе панă ăна.
Сывлăхран аптрамасть Митрофан Митрофанович. Тăххăрмĕш теçеткине тултарса пырать пулин те пахчари ĕçĕсене те хăй вăйĕпе пурнăçлама тăрăшать. Çуртăн нихăш кĕтесĕнче те вĕлтĕрен ÿстермест. Пурнăçпа киленсе пурăнать. Çĕр çинче хăна кăна-çке-ха эпир. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине тытса пырса çамрăксемшĕн, аслисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.
А. АСТРАХАНЦЕВА.