02 сентября 2009 г.
Кăçалхи июнĕн 9-мĕшĕ – августăн 27-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Çамрăк ача» операци иртрĕ. Вăл виçĕ тапхăрпа пычĕ. Операци тĕллевĕ çакăнта пулчĕ: çул çитмен çамрăксем çул-йĕр çинче аманасран асăрхаттаруллă ĕçсене вăйлатасси, ачасене çуллахи вăхăтра канмалли вырăнсене илсе кайнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçласси, ачасемпе çул çитмен çамрăксене транспорт йышлă çÿрекен лару-тăрăва хăнăхтарасси, çул çинче хăрушлăхсăр çÿремелли йĕркесене аса илтересси.
Операци вăхăтĕнче ачасем канакан вырăнсенче çул-йĕр правилисемпе çыхăнтарса 7 заняти ирттернĕ, çамрăк ачасем çул-йĕр правилисене пăснă 5 тĕслĕхе шута илнĕ. Автовокзалра, пасарсенче, вĕсен çумĕнчи территорире çапкаланчăк ачасем çÿренипе çÿременнине тĕрĕслесех тăнă.
Ачасене çул-йĕр инкекĕсенчен сыхлассине кашни çитĕннĕ çыннăн хăйĕн тивĕçĕ тесе шутласан та аван пулĕччĕ.
А. КУПТАШКИН, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.