АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпре тĕпли юлнă

02 сентября 2009 г.

Выльăхĕсене кĕтĕве, çемйисене ĕçе е çула кăларса янă хыççăн тинех пушанчĕ Тури Пÿртлĕри В. Платонова. Çак вăхăта мăнукĕ вăранчĕ. Дианăна çăвăнтарса унпа пĕрле сăтел хушшине ларчĕ асламăшĕ.

Кун каçа пĕр канлĕхĕ те çук. Ирпе ирех тăрса ĕне сумалла, икĕ сысни çăвăрланăччĕ, хурĕсем çăварĕсене хупми какăлтатаççĕ, кроликсем ешĕл апат кĕтеççĕ, пăрăвĕпе сурăхĕсем те çарана тухасшăн. Пĕччен пулсан ниепле те ĕлкĕрес çук. Юрать мăшăрĕ ĕçе кайиччен килте пулăшма ерçеет. Икĕ алла пĕр ĕç тенĕ евĕр хăй те «Первомайск» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте вăй хурать. Валентина Тарасовна вара тивĕçлĕ канура. Ветеринари ĕçченĕнчен тухрĕ вăл пенсие. Ĕмĕчĕпе малтанах картиш тулли выльăх тытас шутлăччĕ. Ĕçлеме çеç ан ÿркен. Пурте пур халĕ. Çамрăк выльăхĕсем пулсах тăраççĕ. Сысна та икĕ хутчен çăвăрлаттарчĕç. Пĕр ами вунна яхăн, тепри унран та ытларах çура турĕç.

Ĕçрен ÿркенмен Платоновсем. Ашшĕ-амăшĕ пур чухне те выльăх-чĕрлĕхне тытнă. Ывăлĕпе кинĕ ĕçе тухса кайсан килти ĕçсене ваттисем тунă.

– Пăятампа 35 çул, пăянампа 23 çул пĕрле пурăнтăмăр. Ял çине сивĕ сăмах тухмарĕ. Хамăра та çавнах вĕрентсе хăварчĕç. Кин маттур пирĕн. Качча тухнă хĕрсене те пăхса çеç тăрать. Килен çынна тĕпеле иртме сĕнет, – именчĕклĕн калаçать Валентина Тарасовна.

Икĕ хĕрĕ яла, пĕри Сителле качча тухнă Платоновсен. Иккĕшĕ вара Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. 9 мăнук çитĕнет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ евĕр çитĕнекен ăру ĕçе хăнăхса ÿсет. Хĕрĕсем пурте ĕçлĕ, çуртлă-йĕрлĕ. Хăйсем çурт тунисем те пур. Тĕпри Сергей ывăлĕн те алли-ури ăста. Çуртне кирпĕч-рен купалаттарнă, икĕ хутлă тесен те юрать. Пысăкскер. Шалти ĕçсене çеç вĕçне çитереймен. Укçи-тенкине тума çăмăлах мар çав. Хуçалăхра ĕç çукран Мускава çÿрет. Пĕр-икĕ хутчен мăшăрĕ те пĕрле кайрĕ.

Çĕрпе те ĕçлет çемье. Ку тăрăхра ытларах çĕр улми лартаççĕ пулсан вĕсем сухан-севок та çитĕнтереççĕ.

Килĕшÿре пурăнаççĕ Платоновсем. Ваттисем ачисемпе пĕр сăмахра. Çамрăксем аслисене хисеплеççĕ. Хисеплеме сăлтавĕ те пур. Çамрăксем килнĕ çĕре апачĕ пиçнĕ, пÿртне-çуртне тирпейленĕ, выльăх-чĕрлĕхне пăхнă, ачисем хÿтлĕхре. Çакăн пек çемьесене хăш-пĕри ăмсанать те. Куç ан ÿктĕрех.

Валентина Тарасовнăпа Василий Иванович ашшĕпе амăшĕн çурт никĕсне хавшатмарĕç, халĕ вара ывăлĕ ăна тĕреклетет. Авалтан пыракан чăваш йăлине тытса пыраççĕ вĕсем.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика