02 сентября 2009 г.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайне Шăхачри Владимир Леонтьевич Сергеев виллине тупни çинчен материал кĕчĕ. Следстви пайĕн аслă следователĕ ăна малтанлăха тĕрĕслесе çакна палăртрĕ.
Кÿршĕ-аршăран, тăвансенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, В. Сергеев бронхитпа чирлĕ пулнă, юлашки вăхăтра эрех-сăрапа иртĕхнĕ. Авланман, ялан пурнăç çине тарăхнă, ниçта та ĕçлемен. Вăл хăй çине темиçе хут алă хума пикеннĕ. Апрельте венине те каснă, васкавлă пулăшу çеç пурнăçне çăлса хăварнă.
Тĕрĕслев В. Сергеевăн чун-хавал вăйсăрлăхне пула пурăнас килмен шухăшĕ тарăнланнине кăтартрĕ. Çавăн пекех ăна никам та кÿрентермен, хĕнемен, унăн прависене пăсман фактсем те палăрчĕç. Вилес шухăша вăл хăйех тытнă, çавăнпа пĕлсех хăй çине алă хурса пурнăçне татнă.
Следстви пайĕ факта РФ УПКн 144-145 статйисемпе никĕсленсе малалла тĕрĕслет.
В. ЕГОРОВ,
следстви пайĕн ертÿçин аслă пулăшуçи.