АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине аса илсе йăпанаççĕ, Ачисем валли ыр ят хăвараççĕ

02 сентября 2009 г.

Çаврăнать та çаврăнать тĕнче хăйĕн тĕнĕлĕ тавра... Хĕвеллĕ кунпа çăлтăрлă каç, ăмăррипе тĕксĕмли улшăнать, хĕвелпе уйăх черетленсе тухать. Çапла шайлашăнса пырать çĕр çинчи пурнăç. Аслă Пÿлĕхçĕ пĕрисене çĕр çул таран пурăнма суса парать! Теприсем ун çуррине те чух çеç çитеççĕ, виççĕмĕшсем вара çеçке пек вăхăтра çут тĕнчерен уйрăлаççĕ. Нимĕн те тăваймăн, шăпа урлă сиксе каçаймăн.

Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Катек çумĕнче имлĕ-симлĕ сывлăшпа килентерекен вăрман та, ăш-чике тĕрлĕрен усал-тĕселтен тасатакан çветтуй çăл куç та çук. Çапах паян çак пысăках мар ялта вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем пурăнни савăнтарать. Кăçал, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи утă уйăхĕнче, çак ялти Анастасия Михайловна Исаевăпа Агафия Терентьевна Задонова çĕр çул, пĕр ĕмĕр тултарчĕç. Натюк аппа Акуç аппаран (ялта вĕсене çапла чĕнеççĕ) ултă кун çеç маларах çут тĕнчене килнĕ. Икĕ ĕмĕре сыпăнтаракан çынсем ял тăрăхĕнче 25-30 çул та пулман-мĕн. Кинемейсен ăраскалĕ иккĕшĕн те сакăлталлă. Анчах та пурнăç паттăрĕсене хурçă пек чăтăмлăх, иксĕлми ĕçченлĕх, пысăк хисеплĕх йĕкĕреш евĕр пĕрлештерсе тăрать. Ватлăх самай пусарăнтарнă амăшсем, кукамăш-асламăшсем паян иртнине аса илсе йăпанаççĕ, ачисем, мăнукĕсем валли ырă ят хăвараççĕ.

Çĕвĕç хĕрĕ

Пĕр килте пурăнакан Клавдия Ивановна кинĕ ют çын килессе систер-нĕрен-ши, Натюк аппа вырăн çине тăрса ларнă. Вунă çул ытла ĕнтĕ çут тĕнче илемне пач та курманскер, хăй пÿлĕмне шавласа калаçса кĕрекенсен енне тÿрех пуçне пăрчĕ. Çитрĕç терĕ пулас, хăй патне çывхарма 2-3 метр çитичченех сывлăх сунма пĕр ĕмĕр тăрăшшĕпе хытса пĕркеленнĕ аллине тăсрĕ. Çулне кура мар ăшă-ха вăл!

– Натюк аппа, каярах пулин те, питĕ пысăк юбилейпа, 100 çул тултарнă ятпа, саламлатăп. Тепĕр çуралнă кунччен Турă вăй-хăват патăр сире, пăхакансен кăмăлĕ пултăр, – терĕм ăшшăн чăмăртанă аллине вĕçертнĕ май.

– Пурнăç вĕçнелле çитесси нумаях юлман ĕнтĕ,.. – лăпкăн çеç хуравларĕ вăл.

Ĕмĕр тăршшĕпе темĕн чухлĕ хура-шур курнă пулин те Анастасия Михайловнăн паян савăнмалăх сăлтав пур: 10 мăнукĕ, 17 мăнукĕн ачи кашни килмессеренех юратса çупăрлаççĕ ăна. Çак пуянлăха вара мăшăрĕпе, Мишапа тупнă. Çичĕ ача çуратнă вĕсем. Иккĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Çемьери йышлă ачана пурнăçăн йывăр тапхăрĕсенче ура çине тăратма, çи-пуçне питĕрме хресчен çемйине çăмăлах пулман. Юрать-ха Натюк хăй ялти чи паллă çĕвĕç хĕрĕ пулнăран, çĕнĕ çĕре тупрасăрах кайман. Качча тухнă чухне унăн тăватă саппун, пилĕк улача кĕпе, икĕ кĕрĕк, сăхман, кĕсме, икĕ атă, 12 тÿммеллĕ ботинка пулнă. Вĕсене пÿрне хуçсах шутласа пачĕ. Çемьепе уйрăм пурнăç тунă чухнехи вăхăта аса илсен вара Натюк аппа çухаласран саппун умĕнчен çыхса янă сăмса тутрипе çине-çинех куççульне типĕтрĕ.

– Халĕ мана кинпе Толя ывăлăм питĕ лайăх пăхаççĕ. Ытти ачасем те пурте тивĕçлĕ канура пулин те мана пăрахмаççĕ, хисеплесех тăраççĕ.

Пурнăçра йывăр вăхăтсем пайтах пулчĕç. Коллективлă хуçалăха кĕнĕ чухне пĕр ывăç тырăсăр, выльăх-чĕрлĕхсĕр тăрса юлтăмăр. Мĕнпур пурлăха тиесе тухса кайрĕç. Выртса тăмалли тÿшекпе хушпăва лупас хыçне аран пытарса хăварнăччĕ, ăна та пулин вăрларĕç.

Икĕ ача çуратнă хыççăн мăшăрăм кăштах ĕçлесе илес тĕллевпе Ленин-града тухса кайрĕ. Унта та ĕмĕтленни пулмарĕ, Мишăна хуларанах вăрçа илсе кайрĕç. Икĕ пĕчĕк пепкепе пĕччен тăрса юлтăм. Вĕсене выçă вĕлерес мар тесе мĕн чухлĕ тăрăшман-ши! Вăй-халăм иксĕличченех алăран ĕç хатĕрĕ каймарĕ. Мăшăрăм вăрçăран аманса таврăнсан йыш тата пысăкланчĕ. Шел, вăрçă хыççăн вăл ватăличчен пурăнаймарĕ, каллех йышлă ачана пĕчченех ура çине тăратма тиврĕ. Нушаллă пурнăç кулач çитерменрен, çĕр çула çитессе нихăçан та шутламан, – майĕпен-майĕпен аса илчĕ хăйĕн кун-çулне Анастасия Михайловна, унтан юбилей уявĕнче йышлă хăна-вĕрле умĕнче парнеленĕ шÿтлĕ медале хăй выртакан кравать пуçĕнчен хуллен çеç илчĕ те мăйĕнчен çакса ячĕ. Кăшт сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн Натюк аппа хăйсем хальхи ял шкулĕ çывăхне капăр тумпа вăййа тухнине кăмăлтан аса илчĕ, пĕр çаврăм юрласа пама та вăй-хăват çитерчĕ.

– Вĕлтренех те чечек пулас пулсан,

Пур курăк та чечек, ай, пулĕччĕ.

Укçа парса телей илес пулсан,

Пур çыннăн та телей, ай пулĕччĕ.

Анчах та аслă вăрман, ай, симĕсчĕ,

Саралса кайнине эп сисмерĕм

Анчах та манăн пуçăм, ай çамрăкчĕ,

Ватăлса кайнине эп сисмерĕм, – кĕвĕ кăларсах ĕнĕрлерĕ кинемей. Çăварĕнче пĕр шăл та юлманскерĕн, хăш-пĕр сăмахсем те кирлĕ пек илтĕнмеççĕ, анчах ăна вăл мĕнпур чун-чĕререн юрларĕ.

Ят-чыс – унăн тĕллевĕ

Хул пуççирен йывăр пукан çакса янăн асăрханса та хуллен, мĕн пур вăя пуçтарса çĕкленсе тăрса ларчĕ Агафия Терентьевна Задонова. Ватлăх пусарăнтарнăран кун каçа та темиçе хутчен улшăнать çĕр çулхи карчăкăн сывлăхĕ. Унпа пĕрле пурăнакан Анастасия хĕрĕ каланă тăрăх, çанталăк сывлăш пÿлĕнмелле шăрăх тăнă кунсенче, уççи-хупписĕр çумăр лÿшкентернĕ вăхăтсенче пушшех йывăр-мĕн: пуçĕ хĕссе ыратать, сывлăш пÿлĕнет, чĕри кутăнлашать, шăм-шак хытать... Натюк аппапа танлаштарсан халĕ Акуç аппа сывлăхне эмелсĕр сыпăнтарса пыраймасть. Çак кунхине те йывăрланса илнĕ вăл.

Тирпейлĕ крыльцаран пÿрте кĕрсенех тасалăх-тирпейлĕх, хăтлăх, ăшăлăх тыткăна илчĕ. Кашни япала хăй вырăнĕнче.

– Анне воспитанийĕ çапла пулнă. Вăл пире çамрăкранах ят-чыса упрама, кил-çурта тирпейлĕ тытма вĕрентнĕ, – терĕ кун пирки ыйту парсан Анастасия Михайловна хĕрĕ.

Шăпа тени Агафия Терентьевнăна 17 çултах юратнă çынпа пĕрлештернĕ. Анчах шел, ытла та кĕске пулнă вĕсен пĕрлехи пурнăçĕ. Тăватă ача амăшĕ вăтăр тултаричченех тăлăха тăрса юлнă. Михаил Порфирьевич 1943 çулта аслă вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Ĕмĕр тăрăшшĕпех кĕтнĕ салтак арăмĕ юратнă мăшăрне. Вăл халь-халь алăк уçса килсе кĕрессĕн туйăннă ăна. Пурăннă чухне пĕр-пĕрне сив сăмах та каламанран пушшех йывăр пулнă Акуç аппана çав çухатăва чăтма.

Çичĕ лавпа, мĕнпур ял-йышпа ăсатнă Миша салтака каякан ушкăна. Саша аслă ывăлĕ ашшĕпе Шăнкăртама çитичченех ларса кайнă. Йывăр пулнă сыв пуллашу саманчĕ. Миша темĕнччен Сашăна хăйĕн ытамĕнчен яман. «Аннĕре лайăх пăхăр, пĕр сив сăмах та ан калăр», – тенĕ вăл вăрçăран таврăнаймасса сиснĕн.

Агафия Терентьевна салтак арăмĕ пулса юлни 66 çул. Çак сахал мар вăхăтра вăл мăшăрне пĕрре те асран кăларман. Пурнăç тăрăшшĕпех ята, чыса упранă. Пĕччен хĕрарăм çĕр пÿртрен уйрăлса тухнă хыççăн хăй вăйĕпе тăваттăмĕш çурт лартса çапла тирпейлĕ тытать. Пурнăçа сыпăнтарма вăл çынпа пĕрлех торф кăларма та, вăрман касма та кайнă. Хуçалăхра та яланах чи нумай ĕç кунĕ тунă. Яланах хисеплĕ ĕçчен, пултаруллă та тăрăшуллă, юратнă анне пулма тăрăшнă. Çакна унăн арчинче типтерлĕн упранакан Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика