02 сентября 2009 г.
Вĕлле хурчĕсене хĕле хатĕрлемелли вăхăт малалла пырать. Кăçал хирте вырнаçтарнă утарсене уйрăмах йывăр килчĕ. Типĕ çанталăк тăнăран пыл паракан чечексем типсе кайрĕç, нектар çителĕклĕ кăлараймарĕç. Çавна пула вĕлле хурчĕсем, вăрмантисемпе танлаштарсан, пыл сахалтарах пухрĕç. Сивĕ кунсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ чух кун пирки манас марччĕ.
Хальхи вăхăтра вĕлле хурчĕсене варроатоз чирĕнчен сиплемелле. Пĕлтĕр усă курнă эмеле кăçал пама юрамасть, çулленех улăштарса пымалла.
Хурт çемйисене апат çитмесен сахăр сиропĕ парса пулăшмалла. Вăхăтра тивĕçтермесен «ылтăн хуртсем» çуркунне чирлеççĕ е вилеççĕ. Унсăр пуçне кăçал çулçă пылне те нумай пуçтарчĕç, çакна шута илсе сироппа пĕрле эмел те памалла. «Ноземат», «Гармония природы» ятлисем уйрăмах лайăх.
Наука хушнă тăрăх, пылак шывпа сентябрĕн пĕрремĕшĕччен тивĕçтермелле. Пирĕн тăрăхра сентябрĕн 5-мĕшĕччен ĕçе вĕçлемелле. Каярах канди хурса хăварма манмалла мар.
Вĕлле хурчĕсене хĕле мĕнле хатĕрленинчен çитес çулхи тухăç еплерех пуласси килет, пурне те вăхăтра пурнăçлама манмалла мар.
Н. ПИРОЖКОВ,
республикăн кăнтăр районĕсемпе
ĕçлекен хурт-хăмăр зоотехникĕ.