05 сентября 2009 г.
Районта кĕрхи культурăсене акасси малалла пырать. Сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне 4900 гектар ытла никĕсе хывнă, вăл шутран тулă – 3889, ыраш – 1020. Кĕрхисене «Тойсинская», «Первомайск», «Чемен», «Булинская», «Югель», «Исток», «Жизнь» хуçалăхсенче акса пĕтернĕ.
Ленин ячĕллĕ, «Малалла», «Труд», «Красное знамя», «Батыревское» хуçалăхсенче çĕр улми пуçтарма пикеннĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» районĕпе 224 гектартан пухса кĕртнĕ, вăтам кăтарту гектартан 198 центнерпа танлашать.
Кĕрхи çĕртмене 6485 гектарта пурнăçланă.