05 сентября 2009 г.
Шăнкăртамри 2-мĕш вăтам шкулшăн çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл ăна çĕнĕ çуртра тата çĕнĕ статуспа кĕтсе илет.
Шкул ачисен савăнăçлă линейкине район пуçлăхĕ Н. Глухов, Шăнкăртам ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р. Купкенов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Р. Абдулвалеевпа М. Карама, ял поселенийĕн депутачĕсем хутшăнчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç.
Шкул директорĕ С. Калайбашева иртнĕ вĕренÿ çулĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсене çивĕчлетрĕ.
Вĕренÿре, ĕçре палăрнисене райадминистрацин, ял поселенийĕн, шкулăн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, парнесемпе чысларĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулта 17 класс пулать, 348 ача вĕренĕ, пĕрремĕш класа 42 ача, вуннăмĕшне 20 ача килнĕ. Ачасене пуçласа шкула кайма хатĕрлемелли ушкăн та пулать.
Ку шкул коллективĕшĕн тепĕр савăнăç та пур – шкул çумĕнче стадион уçăлчĕ.
Турханти вăтам шкула тата Упамсари пуçламăш шкул-сада çÿрекенсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хаваслă лару-тăрура кĕтсе илчĕç. Уяв ячĕпе вĕсене район пуçлăхĕн çумĕ И. Дикин, Турхан ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Сымов, райшал-ĕçпайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Купташкин, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ В. Васильев, Турханти шкул директорĕ В. Иванов, «Хастар» хуçалăх ертÿçи Н. Родионов, Турханкасси участок лесничийĕ Н. Янтыков, Г. Васильевпа М. Муллина педагогика ĕçĕн ветеранĕсем саламларĕç.
И. Дикин чи лайăх кабинетсен ертÿçисене А. Богдановăпа Р. Родионовăна свидетельствăсем пачĕ. Шкул директорĕ В. Иванов вĕренÿ отличникĕсене, тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче палăрнисене Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ.
Пĕрремĕш шăнкăравпа çывăхри 9 ялти 308 шкул ачи, вăл шутра пĕрремĕш класа килнĕ 14 ача, классене кĕрсе вырнаçрĕç.
Первомайскинчи вăтам шкулта Пĕлÿ кунне кашни çулах асра юлмалла ирттереççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Ачасене ЧР Гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ В. Петьков, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, «Малалла» тата «Первомайск» хуçалăхсен ертÿçи М. Петров, Первомайски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю. Федоров, шкул директорĕ В. Чернышев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
В. Чернышев вĕренÿре палăрнисене мухтав хучĕсем пачĕ. Ю. Федоров шкула çĕнĕ цивилизаци энциклопедине парнелерĕ, М. Петров хуçалăх ĕçĕнче палăрнисене чысларĕ.
К. Лепешкинăпа Л. Ильин пĕрремĕш шăнкăрав парсан пурте толерантлăх, этнос тата нумай енлĕ культура темипе иртнĕ урока кĕрсе вырнаçрĕç.
В. Петьков 11-мĕш «б» класра пулчĕ, ачасен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта савăнăçлă линейка патшалăх ялавне хăпартнинчен пуçланчĕ. Малтанах ачасене шкул директорĕн çумĕсем Т. Калашниковăпа Г. Митрофанова саламларĕç. Вĕсен саламĕсем çумне хутшăнса райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Ю. Васюткин, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев, «Труд» хуçалăх ертÿçи Н. Михайлов, шкул совечĕн председателĕ Г. Григорьева, ГИБДД инспекторĕ С. Кузнецов, педагогика ĕçĕн тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ В. Яковлев ăшă сăмахсем каларĕç. Лайăх вĕренме ырă сунчĕç.
Кăçал шкула пĕрремĕш класа 23 ача килнĕ. Вĕсем хăйсене саламланине илемлĕ сăвăсем вуласа хуравларĕç.
Малтанхи уроксем кашни класрах ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕç.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кзыл Чишмари тĕп шкул хăйĕн вĕренекенĕсене каллех алăксене уçса йыхравларĕ. Хаваслă линейкăна шкул директорĕ И. Губайдуллина уçрĕ, иртнĕ вĕренÿ çулĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ, уйрăмах палăрнă ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Ачасене Кзыл Чишма ял поселенийĕн пуçлăхĕ З. Салахутдинов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. Абдуллин, райшалĕçпайĕн сотрудникĕ В. Краснов саламланине итлеме кăмăллă пулчĕ.
Савăнăçлă линейкăра пĕр-ремĕш класа килнисем сăвăсем каларĕç, юрларĕç. Тăххăрмĕшсем вĕсене «Азбука» кĕнеке парнелерĕç, тăрăшса вĕренме ырă сунчĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрав хыççăн кашни класрах «Хăрушсăрлăх урокĕсем» пуçланчĕç.
Сăвă хыççăн шăнкăрав янăраса кайрĕ те Сăкăтри вăтам шкул алăкĕсем уçăлчĕç. Пĕлÿ кунĕ ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те, учительсемшĕн те пысăк уяв.
Йăлана кĕнĕ пекех савăнăçлă линейкăран пуçланчĕ Пĕлÿ уявĕ. Шкул коллективне Сăкăт ял поселенийĕн пуçлăхĕ В. Кузнецов, шкул директорĕ А. Падусев, райадминистраци представителĕ Т. Полякова, вĕрентÿ пайĕн представителĕ А. Пирогов, «Красное знамя» хуçалăх ертÿçи П. Никифоров ăшшăн саламларĕç, тарăн пĕлÿ илсе çĕр-шывшăн усăллă çын пулма ырă сунчĕç.
Пĕрремĕш урок кашни класрах толерантлăх темипе иртрĕ.
Пĕлÿ уявĕн кунĕнче уроксем хыççăн ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулчĕ. Унта иртнĕ вĕренÿ çулĕн итогĕсене пăхса тухрĕç, кăçалхи тĕллевсене сÿтсе яврĕç.
А. АЛЕКСЕЕВ.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул ирех ачасен сассипе тулчĕ. Кунта Патăрьелĕнчи тата çывăхри ялсенчен те вĕренме çÿреççĕ. Çу каçипе пĕлÿ çурчĕшĕн тунсăхланăскерсем тÿрех парта хушшине ларма васкарĕç. Унтан пурте пĕрле шкул умне тухрĕç, Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă линейка пуçланчĕ.
Уяв ячĕпе пĕрремĕш класа каякан 25 ачана, ытти вĕренекенсемпе педагогсене, çакăнтах тĕрлĕ специальноçпа вăй хуракансене, ашшĕ-амăшне шкул директорĕ Л. Софронова саламларĕ. Людмила Ильинична пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Кăçал 11 пĕтернĕ 37 выпускникран 35-шĕ пĕлĕвĕсене малалла тăсма тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче тепĕр хут парта хушшине ларнине пĕлтерчĕ. Унтан иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пынисене, олимпиадăсенче, конкурссенче мала тухнисене, обществăлла мероприятисене хастар хутшăннисене Хисеп хучĕ парса чысларĕ.
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе пухăннисене саламлама Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Ялуков сăмах илчĕ. Творчество çурчĕн директорĕ И. Полякова райадминистраци ятĕнчен ăшă сăмах каларĕ. Район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçнисене саламларĕ.
Пĕрремĕш класа каякансем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: сăвăсем каларĕç. Кăçал юлашки çул парта хушшинче ларакансем кĕçĕн шăллĕ-йăмăкне тăрăшса вĕренме, тарăн пĕлÿ пухма сунчĕç. Çавăн пекех аслăрах класра вĕренекенсем юрăсемпе савăнтарчĕç.
Кăçал пĕрремĕш хут шкула килнисемшĕн тата ытти ачасемшĕн те чи кĕтнĕ те хумхануллă самант çитрĕ. Пĕлÿ тĕнчине йыхравлакан шăнкăрава пĕрремĕш класри С. Кошкина тата 11-мĕш класа куçнă А. Табаков пачĕç.
О. БЕЛЬДЕКОВА.