05 сентября 2009 г.
Пĕлÿ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă линейкăра тăракан ачасене пăхма кăмăллă. Шап-шурă бантсемпе тăракан хĕрачасем, шурă кĕпеллĕ, галстуксем çакнă арçын ачасем йăл-йăл кулса тăни, ăшшăн пăхни таçтанах паллă. Шкулшăн, юратнă учителĕсемшĕн тунсăхласа çитнĕ вĕренекенсемшĕн тинех кĕтнĕ кун çитрĕ. Кĕçĕн класра ăс пухакансем хăйсене туянса панă çĕнĕ япаласемшĕн те хавасланнă, пĕр-пĕрне хăвăртрах кăтартма васкаççĕ.
Ачисене шкула пуçтарса çитернĕ ашшĕ-амăшĕ тинех хаш! сывласа ячĕ. Паянхи саманара пĕлÿ пухма каякансене хатĕрлесе яма та çăмăл мар çав. Пасарта япаласем туянма пуçласан кĕсье тĕпне аванах хыпашлама пикенетĕн. Хакĕсене те туяннине кура ÿстереççĕ. Кирлĕ те ĕнтĕ, ирĕксĕрех укçуна кăларса хуратăн. Акă, шурă бантсем 50-100 тенкĕ тăраççĕ. Вăл пĕр мăшăр кирлĕ. Блузкăсем – 400-600, сарафан – 500-800, юбка – 250-400, шурă колготки – 100-130, туфли – 400-700, спорт костюмĕ – 700-800, кроссовки – 300-500, шкула тăхăнмалли костюм (шкул форми вырăнне) – 1500-2500 тенкĕ. Кусемсĕр пуçне тата кофта, водолазкăсем, çанталăк йĕпе-сапаллă чухне улăштарса тăхăнмалли пушмак кирлĕ.
Арçын ачасене тумлантарма та сахал мар укçа тăкаклама тивет. Майка – 50, шурă кĕпе – 200-260, костюм – 1000-2000, туфли – 600-1000 тенкĕ. Çакăнтах спорт костюмĕпе кроссовки хакĕсене хушмалла, урăх тĕслĕ кĕпесем, джемпер, трико пирки те манмалла мар.
Хĕрачасемпе арçын ачасене кирлĕ тепĕр япала вăл – портфель. Фабрикăра çĕленисем 700-800 тенкĕрен кая мар. Тетрадь, ручка, кĕнеке, тĕслĕ хут – канцеляри таварĕсем тепĕр 1000 тенкĕрен кая мар.
Тумланмалли япаласенчен хăшĕ-пĕри пĕлтĕрхи те каять, анчах вĕсенчен те чылайăшĕ çулталăк хушшинче самаях пĕчĕкленет. Пĕрремĕш класа каякансене вара пурте тенĕ пекех çĕнĕ кирлĕ. Чи пĕчĕк хаксемпе шутласан та 5000 тенкĕрен кая кирлĕ мар. «Ачасем – пирĕн пуласлăх», тетпĕр те, пахалăх тĕлĕшĕнчен лайăхраххине туянма тăрăшатпăр. Иккĕн тан шкула каяççĕ пулсан, тăкакĕ тата нумайрах.
Аслă класра вĕренекенсене валли 5 пин тенкĕ кăна çитменни каламасăрах паллă. Пĕрин хыççăн тепри тăхăнассине те кĕтмелли çук. Халь модăран юласшăн мар. Япала илсе параймасан: «Çынсем пек тумлантараймасан мĕншĕн çуратрăр;» тесе калама та пăхаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйне – йÿнĕ, ачисене валли хаклă тум туяннине, шел пулин те, вĕренекенсенчен чылайăшĕ пĕлмест.
Паянхи шкул ачи мĕн хак тăнине шутлама нимĕнле калькулятор та кирлĕ мар, пурте куç умĕнче. Çитменнине кашнин ашшĕ-амăшĕ пĕр ачишĕн мĕн чухлĕ укçа пĕтернине питĕ лайăх пĕлет. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе туянмаллисем тупăнсах тăраççĕ. Пĕр шухăш кăна савăнтарать: хальлĕхе çумра, шкулта. Хуланалла ăс пухма кайсан кĕмĕлĕ тата ытларах кирлĕ.
О. ПАВЛОВА.