АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăп сăлтавĕ – ĕçкĕре

05 сентября 2009 г.

Патăрьел районĕнче пурăнакан пĕр арçын августăн юлашки кунĕсенчен пĕринче Патăрьел районĕн тĕп больницин территорийĕнче ÿсĕр пуçпа административлă право йĕркине пăснă. Йĕрке тума милици ĕçченне чĕнсе илнĕ. Службăра право йĕркине пăснине асăрхаттарма тата сирсе яма тивĕçлĕ милиционера çак арçын кÿрентерсе пĕтернĕ, милиционер йĕркене пăсма чарăнма ыйтнине пăхăнман.

Милици работникĕ хăйĕн тивĕçĕсене Раççей Федерацийĕн милици çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Арçын вара малтанах РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 1-мĕш пайĕн 20.1-мĕш статйипе хаклакан хулиганла ĕç тунă.

Милиционер арçынна чарăнма чĕннĕ, анчах лешĕ ăна усал сăмахсемпе тем те пĕр каласа çын умĕнче кÿрентерсе пĕтернĕ. Милиционерăн чысне вараланă.

Çавна пула Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ ÿсĕр арçын пирки РФ Уголовнăй Кодексĕн 319 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарчĕ. Ку статья власть органĕн представительне хытă кÿрентерни çинчен калать.

Ÿсĕршĕн тĕнче тикĕс теççĕ. Çавăнпа та тикĕс çĕрте те такăнма май пулни çинчен манма юрамасть.

В. ЕГОРОВ,

следстви пайĕн ертÿçин аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика