АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сак тулли ача-пăча, Пăхсан куç илмелле мар

05 сентября 2009 г.

Çыннăн пурнăçĕ çапларах: ÿссе çитĕнсен мăшăрланмалла, йăха тăсма ача çуратмалла, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Упамсара пурăнакан Александрпа Галина Сымовсем ĕлĕкхи несĕлсен йăлине тĕпе хурса 14 çул каялла мăшăрланнă . Иккĕшĕ те пĕр ялтах çуралса ÿснĕ, пĕр шкула çÿренĕ. Саша 1975 çулта кун çути курнă, Галя – 1976, уйрăмлăхĕ те çакăнта кăна. Вĕренсе тухсан малалла иккĕшĕ те професси Патăрьелĕнчи професси училищинче илнĕ. Каччă водитель пулма, хĕр фермер, çĕвĕç, повар ăсталăхĕсене хăнăхнă. Хитре пикене пурин те куç курать. Саша ял хĕрне, куçласа хунăскере, хăйĕнчен вĕçертес темен. Çитменнине пурнăçĕ те çапла хистенĕ, ашшĕ-амăшĕ çукран килте хĕрарăм алли çитменни пур çĕрте те туйăннă. Троица кунхине Александр Васильевичпа Галина Владимировна пĕр сукмакпа утма тĕв тунă. Çапла пуçланнă вĕсен çемье пурнăçĕ. Ун чухне каччă – 20-ре, хĕр 19 çулта пулнă.

Çемьере темле те пулать, чашăк-тирĕкĕ те шăкăртатать, хĕвелĕ те йăл! кулать. Сымовсем мăшăрлансанах йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме, савăнăçа та çурмалла пайлама пуçланă. Ĕçе те «ку – санăн, ку – манăн», тесси пулман. Кам хăшне пĕлет, çавна тунă.

Вăхăт шунă май йăвана «çĕнĕ кайăк» килет. Александр ăна хăйĕн ашшĕне хисеплесе Василий ят парать. Унтан йыш хутшăнсах пырать: Мария, Анна, Даниил, Карина, Милана. Сымовсен халь ултă ача. Василий – 13-ре, чи кĕçĕнни Милана 6 уйăхра. Ваттисем калашле, пĕрне пĕрре те нумай, теприне 8 та сахал. Кунта пĕри те ытлашши мар, ашшĕ-амăшĕшĕн пурте хаклă. Паллах, йышлă ачана пăхма та çăмăл мар, анчах пуçа усма хăнăхман. Сымовсем икĕ ĕне, 8 сурăх, чăх-чĕп, сыснасем тытаççĕ, çĕр улми лартса илеççĕ.

– Халь ачасем хамăра пулăшаççĕ, çавăнпа йывăрлăхне туйсах кайман. Пĕри ача ас тăвать, ыттисем мĕн вăйĕсем çитнĕ таран ĕçлеççĕ. Утă вăхăтĕнче пурте пĕрле тăрăшса икĕ капан хатĕрлерĕмĕр. Халь тата Саша ман ĕçе çăмăллатас тесе пÿрте шыв кĕртет, – тет хăйсен пурнăçĕпе паллаштарса Галя.

– Чылай çемьере пĕр е икĕ ачапа кăна çырлахнă чухне мĕнле-ха кун чухлĕ пепкене кун çути кăтартма шухăшланă-ха; – ыйтатăп Галинăран.

– Эпĕ хам та, Саша та 6 ачаллă çемьере ÿснĕ, йыша хăнăхнă. Çакăн чухлĕ ача çуратнăшăн мăшăрпа иксĕмĕр те ÿкĕнместпĕр, сывлăхĕсем çеç пулччăр. Йывăрлăхсем хуть камăн та пур, анчах вĕсене çĕнтерме пулать, – тет çамрăк хĕрарăм.

Упамсасемшĕн чи пысăк йывăрлăх – ĕç çукки. Ялти вăйпитти арçынсенчен ытларах пайĕ тĕрлĕ çĕре, хуласене вăй хума çÿрет. Александр та час-часах килте пулмасть. Ним тума та çук, паянхи саманара укçасăр утăм та тăваймастăн. Ачасене шкула, садика яма кĕмĕлĕ сахал мар кирлĕ. Галина хăй те кĕçĕнни кăшт аталансан, садика каякан пулсан, ĕçе кайма хирĕç мар. Анчах ăçта тухса утмалла; Маларах, хуçалăх пур чухне, унта вăй хунă вăл, халь ниçта та кайма çук.

Ачана çуратма мар, пăхма ăс кирлĕ, теççĕ. Пепкисене тĕрĕс воспитани парассишĕн, шкулта та лайăх вĕрентессишĕн Сымовсем тимлеççĕ. Акă, Василий ÿкерме юратать, ашшĕ-амăшĕ унăн интересĕсене тытса пыма тăрăшать. Турханти шкулта Çĕнтерÿ кунне халалласа ирттернĕ конкурсра Вася район пуçлăхĕн дипломне те илме тивĕçнĕ. Марияпа Аня та лайăх паллăсемпе савăнтарсах тăраççĕ. Даниилпа Карина садикри пурнăçĕ пирки таврăнсассăн каласа пĕтереймеççĕ, вĕсене валли те Сашăпа Галя вăхăт тупаççĕ. Пĕр Милана кăна амăшĕ çумĕнче, вăл хăйĕн куллипе пурин кăмăлне те тупать.

Ыттисенчен нимпе те катăк ан туйччăр тесе Гальăпа Саша ачисене лайăх тăхăнтартма тăрăшаççĕ, компьютер та илсе панă. Пушă вăхăтра час-часах асамлă машина умне пухăнаççĕ: çыраççĕ, ÿкереççĕ, унăн вăрттăнлăхĕсене хăнăхаççĕ.

Упамсари Сымовсенни пек нумай ачаллă çемьесем халь сахалланса пыраççĕ. Çакăн пеккисене патшалăх тата кăшт ытларах пулăшсан (ачасене никам та патшалăха шанса çуратмасть-ха та ĕнтĕ) тем пекех аванччĕ. Демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланĕччĕ... О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика