09 сентября 2009 г.
Районти организаци тата предприяти ертÿçисен, ял тăрăх пуçлăхĕсен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвне район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынă.
Анлă канашлура район пуçлăхĕ Н. Глухов чăн малтанах вырма ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлес, хĕллехи хутмалли тапхăра тĕплĕ хатĕрленес, ялсенче тата организаци-предприяти территорийĕсенче тирпей тăвас ыйтусене çивĕчлетнĕ.
Канашлура 2009-2010 çулсенче хутмалли тапхăра хатĕрленес ĕç мĕнле пынă пирки Чăваш Республикинчи Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин çумĕ И. Абитов, районта йăла каяшĕсене вăхăтра пуçтарса кайса тăкас ыйтупа АПК предприятийĕсен хутшăнăвне йĕркелекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ М. Хафизов, халăхра диспансеризаци мĕнле пынипе районти больницăн тĕп врач çумĕ Н. Надина паллаштарнă.
Республика Президенчĕн постановленине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе канашлура ачасен канăвне йĕркелес ыйтăва та çивĕчлетнĕ. РФ социаллă страховани фончĕн районти уполномоченнăйĕ Л. Кадкина тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин районти ертÿçи М. Сепперов çуллахи кану вăхăтĕнче çул çитмен ачасене канупа тата ĕçпе тивĕçтернипе паллаштарнă. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Г. Синеева пенси çумне паракан хушма тÿлевсем пирки каласа панă.