09 сентября 2009 г.
Республикăри Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти тĕрлĕ техникăсен лару-тăрăвне пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕ тата республикăри Шалти ĕçсен министерстви хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн, районта августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен «Трактор» операци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – кашни ял тăрăхне çитсе уйрăм çынсен, хуçалăхсен тракторĕсене тĕрĕслесси, юсавсăррисене, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерменнисене тупса эксплуатацилессинчен хăтарасси пулчĕ. Мероприятие ирттерсе яма Ростехнадзор инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ А. Думилин, çул-йĕр инспекторĕсем, социаллă хÿтĕлев тата АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайсен специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче комисси членĕсем тракторсемпе прицепсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, «хурçă ута» çÿретме ирĕк паракан документ пуррине, налук тÿленине пăхрĕç.
Рейд вăхăтĕнче 124 техника тата прицепсем тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 17-шĕ патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухман, пиллĕкĕшĕн патшалăх регистрацийĕ пулман, тăваттăшĕ техника хăрушсăрлăхне пăхăнман, улттăшĕ çул-йĕр правилине пăснă. Руль умне виçĕ çын трактор çÿретме юранине ирĕк паракан документсăр ларнă. Çавна май 21 механизатора штраф, пурĕ 4100 тенкĕлĕх панă, 19-не административлă майпа явап тыттарнă.
Тутар Сăкăт, Пикшик, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче трактор тытакан çынсем хушшинче уйрăмах йĕркене пăсакансем нума-йăн пулнă. Тĕслĕхрен, Нăрваш Шăхалĕнче пĕр «хур-çă ута» чарнă. Сăлтавĕ – трактор прицепĕ хыççăн машина прицепне кăкарнă, çынсене лартнă. Трактористăн хăйĕн те прави пулман, техникăна регистрацилемен, çын пурнăçĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратнă. Штрафлама тивнĕ.
Ял хуçалăх предприяти-йĕсенче те çитменлĕхсем пур. Хуçалăх ятне улăштарнă хыççăн пĕринчен теприне куçарман тĕслĕх нумай. Вĕсене çийĕнчех пĕтермелле. Çитес вăхăтра «Трактор» операцие пĕтĕмлетеççĕ.
О. ПАВЛОВА.