09 сентября 2009 г.
Республикăра çулсеренех ял тăрăхĕсен экономика ăмăртăвне йĕркелеççĕ, тивĕçлисене укçапа пулăшса хавхалантараççĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе пирĕн районтан харăсах икĕ ял тăрăхĕ ăмăртура çĕнтернĕ. Алманчă пин çурра яхăн, Патăрьел тăватă пин ытла çын пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Çак кунсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Г.Фоминпа А. Ялуков Чăваш Республикин Кабинечĕн йышăнăвĕпе тивĕçнĕ 200-шер пин тенкĕ укçана тĕллевлĕ вырнаçтарасси пирки экономика министерствинче хÿтĕленсе килнĕ. Алманчăсем патшалăх паракан пулăшăва культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрне шал енчен реконструкци тума яраççĕ. Малашне 300 вырăнлă культура çуртĕнче ташă каçĕсенче е концертсенче музыка аппаратурисене тирпейлĕн, кирлĕ пек вырнаçтарма ятарлă хăтлă кĕтес пулĕ. Çав укçапах тĕп сценăна та çĕнĕ сăн кĕртесшĕн.
Патăрьелсем культурăпа кану паркĕн картисене тимĕррипе çĕнетесшĕн. Çапла вара пысăк ялăн тепĕр кĕтесĕ капăрланĕ. Хавхалантару укçи кĕрсенех ял тăрăхĕсем тĕллевлĕ ĕçе пуçăнĕç.
Ял тăрăхĕсен экономика ăмăртăвне кашни ял тăрăхĕн хутшăнма тăрăшмалла. Çакă социаллă чылай ыйтăва ăнăçлă татса памалли май пулса тăнине асра тытмалла.
А. НИКОЛАЕВА.