09 сентября 2009 г.
Çĕнĕ Ахпÿрт каччи Илья Ширтанов вербовка йĕркипе Мускава кайнă чухне 18 тултарайман пулнă. Ĕçлеме çар çурт-йĕрĕ тăвакан çĕре грузчик пулса вырнаçнă. Каярахпа, водитель ирĕк парсан, техникăна хăй тĕллĕн çÿретсе те пăхать.
Çакăнта çуралать те унăн шофер пулас ĕмĕт. Анчах ĕмĕтленни пурнăçа кĕреймест. Фашистла Германи Совет Союзне сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсен сентябрьте (1941 ç.) вăрçа тухса каять. Çар тумне тăхăнсан, ăна Уральск хулине радиоспециалистсем хатĕрлекен шкула вĕренме яраççĕ. Кунтан телеграфист пулса таврăнать. 1942 çулхи январь уйăхĕнче вĕсен ушкăнне Горький облаçĕнчи Дзержинска куçараççĕ. Кунта Соломатин генерал танк чаçĕсем йĕркеленĕ. И. Ширтанов сержанта 199-мĕш уйрăм танк бригадин радисчĕ пулма çирĕплетеççĕ.
– Радиостанци начальникĕ лейтенантчĕ. Манпа пĕрле тата виçĕ радисчĕ. Килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Пирĕн тĕп задача – танк бригадинчи полкпа, батальонпа, танкистсемпе, десантниксен ротипе тачă çыхăну йĕркелесе-тытса тăрассиччĕ.
Май уйăхĕнче Украина фрончĕн 6-мĕш армине лекрĕмĕр. Харьков патĕнче хаяр çапăçусем пыратчĕç. Уйăх вĕçнелле хамăра шеллемесĕр тăшмана тапăнса кĕме тĕп штабран радио урлă приказ илтĕмĕр. Хирĕçтăру нимĕçсем çĕнтернипе вĕçленчĕ, пирĕн çарсем ункăна çакланчĕç. Фашистсен самолечĕсем татти-сыпписĕр бомбăсем пăрахаççĕ, пулеметран переççĕ. Миçе пин салтак выртса юлчĕ-ши; Куçса çÿрекен радиостанци те юрăхсăра тухрĕ. Нимĕçсем чĕрĕ юлнисене тыткăна илчĕç, – аса илет вăрçă ветеранĕ.
Шахтăра
– Германири пĕр шахтăра нушаланма тиврĕ. Брикет хатĕрлеме чĕртавар кăларатчĕç кунта. Çĕр метра яхăн чавса аннă уçă шахтăра техника çÿретмелли тимĕр çулăн йывăр шпалĕсене сÿтеттĕмĕр. Унта аран-аран йăтса çула малалла тăсаттăмăр. Апат таврашĕ çав тери япăхчĕ. Кун каçма 10 çынна чĕкĕнтĕр жомĕпе хутăш пĕçернĕ пĕр буханка çăкăр паратчĕç. Ирпе-каçпа 300 çын валли манна кĕрпинчен хатĕрленĕ апат пекки çитеретчĕç. Кăвак тĕслĕ шĕвеке савăт хĕррипех ĕçеттĕмĕр. Лагере лекиччен эпĕ 80 килолăччĕ, кунта 38-а юлтăм.
Каярахпа мана шахтăра ĕçлекен техника валли тимĕр шăратса саппас пайсем хатĕрлекен формовка цехне куçарчĕç.
Совет çарĕ çĕнтерсе пынине чĕрепе туяттăмăр. Март уйăхĕнче (1945 ç.) казарма чÿречине çапса çĕмĕрсе: «Кунта вырăссем пур-и;» тесе ыйтрĕç. «Эпир пурте – совет çыннисем», – кăшкăртăмăр хирĕç.
Нимĕçсем, тухса тарас умĕн, алăксене пысăк çăрасемпе питĕрнĕ. Разведчиксем пире ирĕке кăларчĕç.
Çав кунах салтак тумне тăхăнса, строя тăтăмăр. Пиртен саппасри полк йĕркелерĕç. Кăштахран 12 салтака дивизири разведчиксен ротине илчĕç. Разведчиксен пăшал сасси кăлармасăр нимĕçсем ăçта вырнаçнине тупса палăртмаллаччĕ. Хĕç-пăшалпа усă курнă самантсем те сахал мар пулнă.
Аслă Çĕнтерÿ хыççăн пире Чехословакие илсе кайрĕç. Кунта нимĕçсен пытанса çÿрекен ушкăнĕсене тĕп тусан, Венгринче пултăмăр. Унта та çакнашкал ушкăнсем сахал марччĕ. Çар служби маншăн 1946 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче вĕçленчĕ, – пĕтемлетрĕ шухăшне Илья Дмитриевич.
Вăрçă хыççăн
Вăрçа вăл Мускав хулинчи Звенигород районĕнчи çар ĕç комиссариатĕнчен кайнă. Демобилизаципе те унтах таврăннă. Ăна шофера вĕренме кунтан направлени параççĕ. Асăннă районтах паспорт илет. Ку паспортпа Мускавра кирек мĕнле ĕçе те вырнаçма май пулнă. Анчах ялта пĕччен пурăнакан амăшĕ унăн чылай шухăш-кăмăлне манăçа хăварттарать. Киле таврăнма тивет И. Ширтановăн.
«Броневик» колхоз председателĕ ăна Тула хулинчи пĕр çар чаçне автомашина хăваласа килме командировкăна ярать.
– Американецсен «Шевроле» машинине илсе килтĕм. Вăрçăра нумаях усă курман, – тет И. Ширтанов çав командировкăна аса илсе.
48 çул руль умĕнчен анмасть вăрçă ветеранĕ. Çак хушăра миçе çухрăм чуптарман-ши автомашинăсене; ДРСУра 4 çул Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче кĕпер тума яштака хырсене ЗИС-5 автомашинăран прицеп çаклатса турттарать.
Унтан ăна колхоз председателĕ В. Колпаков ĕçе чĕнсе илет.
– Икĕ машинăччĕ. С. Кузнецов полуторкăпа, эпĕ ГАЗ-51 машинăпа ĕçлеттĕмĕр. Хуçалăхра кирлĕ пĕтĕм груза турттарса тăтăмăр. Халăха та пулăшнă. Элеватора çĕнĕ тырă леçнĕ чухне Канаша икшер хутланă. Çав ГАЗ-51 машинăран уйрăлаймарăм пулĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата 10 çул ĕçлерĕм, – тет И.Ширтанов.
Хисеплисенчен
пĕри
Ĕçне кура – хисепĕ. Çар наградисемсĕр пуçне («За освобождение Праги», «За победу над Германией»), «За доблестный труд», «Ветеран труда» медальсене, «За работу без аварий», «Ударник комтруда», «Победитель соцсоревнования» паллăсене тивĕçнĕ. 1976 çулта «Районти чи лайăх водитель» ята çĕнсе илнĕ. Колхоз, район, Чăваш АССР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе тав хучĕсен шучĕ те çук.
Мăшăрĕпе Антонина Егоровнăпа икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, яваплă вырăнсенче вăй хураççĕ. Анчах шел, мăшăрĕ 14 çул каялла çĕре кĕнĕ.
Аптрамасть-ха вăрçăпа ĕç ветеранĕ. Сывлăхĕ чиперех. Тепĕр чухне велосипед çине ларать те Патăрьелне ывăлĕпе хĕрĕ патне килет.
– Килти чылай ĕçсене Владимирпа Людмила çемйисемпе килсех пурнăçлаççĕ. Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Манмасть ватăсене патшалăх. Мана 2007 çулта «Ока» автомашинăпа чысларĕç. Пенси укçи те çителĕклĕ. Тавах çĕр-шывпа республика ертÿçисене, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне 87 çул тултарнă Илья Дмитриевич Ширтанов.
Н. ВОЛКОВ.