АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛĕСЕМ ШĂВАççĕ МАЛАЛЛАХ

09 сентября 2009 г.

Кам миçе çул пурăнассине никам те пĕлмест, вăл Туррăн ирĕкĕ. Тутар Тимешĕпе Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕнче пурăнакансенчен В. Айнетдинова чи ватти. Вивесма Шерафутдиновна 1911 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче Шăнкăртам ялĕнче кун çути курнă. Революци вăхăтĕнчи асар-писер пурнăç, Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрĕнчи тата ун хыççăнхи асаплă, выçлă-тутлă çулсен витĕр тухнă. Хăй вăхăтĕнче çăкăрне те тăраниччен çисе курайман, апла пулин те сывлăх енчен аптăраман.

Кĕçĕн Шăнкăртам Шăнкăртамран уйрăлса тухнă ял. Кунта çĕр çителĕксĕррипе 1920 çулсен вĕçĕнче чылай çемье Пăла хĕррине кайса вырнаçать, вĕсен хушшинче Якушевсем те пулнă.

– Аттесем куçса килсен тете инкене те хăйĕнчен хăварман. 1930 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче вĕсем пĕрлешрĕç. Эпĕ ун чухне 14 çултаччĕ, – тет инкĕшĕпе пĕрле пурăнакан Ш. Якушева. Шемшебедер Шерибзяновна хăй те çамрăк мар: 80 çул урлă каçнă. Ĕмĕр тăршшĕпе суту-илÿ системинче тăрăшнă. Унăн та пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăрçă вăхăтĕнче Киряра вутă каснă, унтан ăна Йĕпреçе леçнĕ. Пур вăйран фронта пулăшассишĕн, фашистсене тĕп тутарттарассишĕн тăрăшнă.

Вивесма Шарафутдиновнăн шăпинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тарăн йĕр хăварнă. Мăшăрĕ 1941 çулхи август уйăхĕнчех салтак аттине тăхăннă. Юлашки хут курса юлнă вăл ун чухне упăшкине. Каярахпа вилни çинчен пĕлтерекен хут килнĕ. Хĕрарăмăн чунне йăпанма ачи те пулман. Çÿлти пÿлĕхçĕ ăна пепке аллине тытма пÿрмен пуль ĕнтĕ. Вивесма аппа ĕмĕр тăршшĕпех колхозра тăрăшнă, хăйĕн савăнăçне, хуйхине ĕçре пусарнă. Урăх арçынпа та тепĕр хут çемье çавăрма шухăшламан. Мăшăрĕ паян мар пулсан, ыран килессĕн туйăннă ăна. Çаплах çулсем пĕрин хыççăн тепри юлнă.

– Инке хăй те урăх качча каяс темерĕ, эпир те килтен хăваламарăмăр. Çапла 1930 çултанпах пĕрле пурăнатпăр, – тет Ш. Якушева.

Халĕ Вивесма Шарафутдиновнапа Шемшебедер Шерибзяновна иккĕшех пурăнаççĕ. Вивесма аппа, çулĕсем пур пулсан та, хă-йех урама тухса çÿрет.

Ш. Якушева район хыпарĕсемпе те интересленет, çавăнпах «Авангард» хаçата çуллен çырăнать. Хăй мĕн вуласа пĕлнине инкĕшне каласа парать.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика