АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ хĕл те çывхарать, Пурин пирки шутлаттарать

12 сентября 2009 г.

Сисмерĕмĕр те, çу кĕрпе ылмашăнчĕ. Ытти ĕçсемпе пĕрлех фермăсене те хĕле хатĕрлеме вăхăт. Çанталăк лайăх тăнă вăхăтра выльăхсен ытларах пайĕ урамра, çакна шута илсе юлашки юсавсене тумалла. Кăçал, ытти çулхисемпе танлаштарсан, хуçалăхсенче витесене шуратассине тимлĕх ытларах уйăрнă. Шел пулин те, пуринче те мар çав. Çакă фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленĕ чух питĕ лайăх курăнчĕ.

Вĕсене хĕл хăратаймĕ

«Труд» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх яланах çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ. Специалистсем те пур, çакă та ла-йăх. М. Васильев зоотехник кашни çĕрте тирпейлĕх, çителĕклĕх пултăр тесе тăрăшни куç умĕнче.

Ĕне ферминче витесене шуратнă, дезинфекциленĕ. Читлĕхсене те шурăпа сăрланă. Пăрусем чирлесрен сыхланса пĕтĕм условине пурнăçланă. Санитари кунĕсене ирттерсех тăни сисĕнет: чÿречесем таса, эрешмен картисем çук.

Тислĕке транспортерпа кăлараççĕ, ăна кăçал юсаса çĕнетнĕ. Пухăннă навуса хире тăкассине те йĕркеленĕ. «Батыревская МТС» уçă акционер пĕрлешĕвĕн техникисем шăпах ку ыйтупа ĕçлетчĕç.

Хăрушлăх кăларакан электропăралуксене çĕнетнĕ, çунса кайнă лампочкăсене ылмаштарнă. Хĕле кĕтсе тĕплĕн хатĕрленнĕ, нимех те калаймăн.

«Труд» хуçалăхра сăвăнакан ĕне 170 пуç. Унчченсенче ытларах хура-шурă ăратпа ĕçленĕ, виçĕм çул Воронеж облаçĕнчен симменталь ăратлă пушмак пăрусем туяннă. Халĕ вĕсене ытларах ĕрчетсе ярассишĕн тăрăшаççĕ. Пăрусене те ăратпа уйăрса читлĕхе хупаççĕ. Амăшĕнчен уйăрнă хыççăн ятарлă кĕвелĕкпе йÿçĕтнĕ сĕт (кефир) ĕçтереççĕ. Ку çамрăк выльăхсен ăш-чикĕ пăсăласран лайăх-мĕн.

Сунă сĕт пăрăхсем тăрăх тÿрех холодильника каять. Паяна пĕр ĕнерен 10 килограмм сĕт суса илеççĕ, çу хисепĕ 3,7 процент.

Хĕл каçма выльăхсене валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшнă. Утă – 260 тонна, улăм – 745, сенаж 2200 тонна янтăланă, тырă 350 тонна кĕртнĕ.

Сысна ферминче те сивĕ кунсене кĕтсе тĕплĕн хатĕрленнĕ. Витесене шуратса дезинфекциленĕ, читлĕхсене юсанă.

Амасем, пысăкрах çурасем çуллахи лагерьтех тăраççĕ. Кунта та таса. Ĕçлекенсенчен дежурство йĕркеленĕ, дежурнăйсем кăнтăрлахи вăхăтра та çавăнтах.

Пĕр вăхăт районти хуçалăхсенчен хăшĕ-пĕри сыснасене «Провими» витаминлă хутăш парассине йĕркеленĕччĕ, анчах укçа-тенкĕрен йывăрлăхсем сиксе тухнăран тата ытти сăлтава пула усă курма пăрахрĕç. «Труд» кооперативра паян та çурасене «Провими» витаминлă хутăш тивĕçет. М. Васильев зоотехник ăна кайса илсе килет. Çавăн пекех ăрата çĕнетессине те тимлĕх нумай уйăрать.

Çуралма пуçланă шанчăк

Юлашки çулсенче «Знамя» хуçалăхăн ферминче пĕр çĕнĕлĕх те, улшăну та çукчĕ. Витесене шуратса дезинфекцилесси пирки каламалла та марччĕ. Кăçал та çак ÿкерчĕк иккен тенĕччĕ, анчах эпир шухăшланă пек пулмарĕ. Улшăнусем лайăх еннелле сулăнни пурне те савăнтарчĕ.

Агрофирмăра сыснасен йышĕ нумай мар: 38 пуç. Вĕсен шутне ÿстерме тĕллев лартнă, çавна май пĕр витене тĕпренех юсама пикеннĕ. Хуралтăн тулти алăкĕсене, читлĕхсене йăлтах çĕнĕрен тунă. Ишĕлнĕ стенана купалаттарнă. Урайне те бетонран сарасшăн иккен, вак чул çуккипе кăна чарăнса тăнă.

Ĕнесен шучĕ те нумай мар кунта, сăвăнаканни 10 кăна. Пăрусем пур. Вĕсем хĕлле тăракан витере юсавсем пуçланманччĕ. Ферма заведующийĕ Н. Андреев çывăх кунсенчех пуçăнасшăннине, çĕрнĕ юпасене улăштарма çĕннисене заказ панине каларĕ. Стенасене те шуратса дезинфекцилесе ярсан тата тем пекехчĕ...

Выльăхсене валли пурĕ 700 тонна утă, улăм, тырă 60 тонна яхăн янтăланă. Сенаж, силос çук, вĕсем пĕлтĕр те пулман. Хуçалăхра тырра вĕтетсе форма туса кăларакан (экструдированный корм) арман та пур, выльăхсене ăна çăнăх вырăнне параççĕ.

Ĕçшĕн çунакан пур чух...

«Хастар» хуçалăхра сысна фермин заведующинче Г. Осипов тăрăшнă вăхăтра сыснасем те йĕркеллĕ условисенчех пурăнĕç» текен шухăш çулран çул çирĕпленсе пырать. Геннадий Георгиевич хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлать. Витесене шуратнă, дезинфекциленĕ. Транспортерсем тикĕс ĕçлеççĕ. Хĕле валли вутă кирлĕ чухлĕ турттарса килсе хунă. Утă-улăм та çителĕклĕ. Сыснасен йышĕ халĕ 420 пуç.

Çурасене аталанса вăй иличчен феллуцен текен витаминлă хутăш параççĕ. Иртнĕ хĕлле унсăрăн пĕрре те тăман Г. Осипов кăçал та çаплах пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

Ĕне фермине çитсессĕн урăх патшалăха лекнĕнех туйăнчĕ. Пĕр витере кăна урайне юсанă, ытти ĕçсем пирки каламалли те çук.

Юнашар тенĕ пекех вырнаçнă фермăсенче хĕле хатĕрленесси çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăм пырать.

Улшăнусем пулĕç-ши;

Вите алăкне уçсанах çĕрĕшсе анма пуçланă мачча хăмине курсан, чунра сÿ-ÿ! туса кайрĕ. «Мир» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем вара унта куллен кĕрсе çÿреççĕ. Ниçта та нимле çĕнĕлĕх çук. Шуратса дезинфекцилесси пирки мар, санитари кунĕсене ирттересси çинчен те сăмах хускатман кунта. Кăçал хĕл лармасть, сивĕ кунсем çитмеççĕ тенĕ пулмалла. Мăнтарăн ĕнисенчен хăшĕ телей-лĕрех-ши: какая ăсанаканни е кунта юлаканни;

Сысна витине пысăк çăра çакăнса тăнипе кĕрсе курма май килмерĕ. Юлашки уйăхра çурасем илнине илтнĕччĕ-ха, анчах вĕсем мĕнле условисенче пурăннине пĕлеймерĕмĕр.

Выльăхсене те тимлĕх кирлĕ

Тепĕр чарăну «Первомайск» хуçалăхăн ĕне ферминче пулчĕ. Вите йĕри-тавра мăян ÿсет. Тем çÿллĕш тăнăран усă курман хуралтă пекех курăнать. Шалта та ним савăнмалли те çук. Вите стенисене шуратса дезинфекцилемен, пăру читлĕхĕсене те тасатса тирпейлемен. Урамра картара тăракан пăрусем кăçалхи çулла мĕнле чăтнă-ши; Витререн тăкнă пек çумăр çусан та, шартарса хĕвел пăхсан та ниçта та пĕр хÿтлĕх çук. Чирлисем те сыввисемпе юнашарах çÿреççĕ. Мăнтарăнсен чунĕ каниччен ĕçме шывĕ те çукчĕ эпир пынă чухне. Уйрăм хушма хуçалăхсенче çĕр улми кăларнă пирки пăрусене кăнтăрла апат парасси пирки те «маннă» курăнать. Кашни пыран çынна хăйсем выççине систерсе сас параççĕ.

Хуçалăхра выльăх шучĕ пур, анчах вĕсене тимлĕх сахал уйăраççĕ.

«Малалла» ял хуçалăх артелĕнче те хĕле хатĕрленсе нимех те туман. Ĕне витине кăна шуратса дезинфекциленĕ, пăрăхсене сăрланă. Мачча хăмисене кунта та улăштармалла.

Пăрусем, сыснасем патĕнче тирпейлĕх çук. Çуллахи лагерьте тăракан выльăхсем умĕнче пăталлă хăма таткисем йăваланса выртаççĕ. Инкек курасси те инçе мар. Пăрусене валли кунта та хÿтлĕх çук.

Кашни отрасль хăйне тимлĕх уйăрнине юратать, выльăх-чĕрлĕхе айккинелле уйăрса хăварас марччĕ.

РЕЙД БРИГАДИ:

П. ЕФИМОВ,

районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.

Г. САЛМИНА,

АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕн çумĕ.

О. ПАВЛОВА,

хаçат корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика