АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсемшĕн – лотерея вылявĕ

12 сентября 2009 г.

Паян тивĕçлĕ канăва тухнă кашни çын патшалăхран пенси укçи илсе тăрать. Чылайăшĕ ăна почта урлă илеççĕ. Почтальонсем укçана киле килсех параççĕ. Пенсионерсен пĕр пайĕ вара ăна перекет кĕнекине куçарттарать. Хальхи вăхăтра çак меслет те меллĕ: укçа-тенкĕ перекетлĕн пухăнать, пенсионер ячĕпе банкран кредит укçа илнĕ пулсан вăл та (хăй килĕшсен) тытăнса пырать.

Районта пенсионерсен йышĕ сахал мар. Паян вĕсен 25 проценчĕ перекет банкĕн çăмăллăхĕпе усă курать. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи перекет банкĕнче РФ Перекет банкĕн 8613 Чăваш уйрăмĕ йĕркеленипе банк çăмăллăхĕпе усă куракан пенсионерсен перекет кĕнекин номерĕпе лотерея вылявĕ йĕркелерĕç. Улттăмĕш хут иртрĕ хавхалантару тиражĕ.

Зала пуçтарăннă ватăсене РФ перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн халăх вклачĕсемпе ĕçлекен пай инспекторĕ В. Длинов пурне те çирĕп сывлăх та телейлĕ выляв, банкпа тачă çыхăну тытма сунса 76-мĕш тиража пуçларĕ. Вылява 2126 клиентăн кĕнеке счечĕ хутшăнчĕ. Телейлисем вара 85-ĕн пулчĕç. Вĕсем 200 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таранччен выляса илчĕç. Призлă фонд укçи – 40000 тенкĕ.

Вылявра ытларах Турхан, Первомайск, Шăнкăртам, Патăрьел тăрăхĕсенчи перекет банкĕн филиалĕсенчи кĕнеке хуçисем выляса илчĕç. Апла пулсан перекет банкĕпе çыхăну тытакансем çав ял тăрăхĕсенче ытларах.

Лотерея вылявне хутшăннă пенсионерсене Патăрьелĕнчи перекет банкĕн консультанчĕ О. Волкова, банк вклачĕсемпе ĕçлекен аслă инспектор М. Белкова хальхи вăхăтра пенси укçине ÿссе пыма тĕрлĕрен процентпа хума, банк карттипе усă курма май пур çăмăллăхсемпе паллаштарчĕç.

Ăш пиллĕ калаçу çавра сĕтел тавра малалла тăсăлчĕ, пенсионерсем хăйсене кăсăклантаракан чылай ыйтăва хурав илчĕç, çакнашкал хавхалантару уявĕшĕн тав турĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика