АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана çуратма мар, пăхса çитĕнтерме ăс кирлĕ

12 сентября 2009 г.

Ачана çуратма мар, пăхса çитĕнтерме ăс кирлĕ

Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче пилĕк ĕç пăхса тухнă. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕ ачасене кирлĕ пек пăхас, воспитани парас ыйтупа çыхăннă.

Сăмахран, Сăкăтри 22 çулхи хĕрарăмăн икĕ пĕчĕк ача: пĕри – 6, тепри 5 çулта. Мăшăрĕ çемьерен тухса кайнă, амăшĕ вара ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнă. Хăйсем ушкăнпа савăнаççĕ, ĕçсе-çиеççĕ, ачисем вара выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ. Чылай чухне вĕсене пĕччен пăрахса хăварсан кÿрши-аршин те пăхма тивет.

Комиссине чĕнтернĕ Еншикри çамрăк хĕрарăмăн та шăпи çакнашкалах. Çулĕпе çеç кăшт аслăрах тата унăн ултă çулхи пĕр хĕр çеç. Техникумран вĕренсе тухнă хыççăн ниçта та ĕçлеменскер, каллех аскăн пурнăç еннелле сулăннă. Пурнăçра ачана çуратма мар, пăхса çитĕнтерме, мĕн пĕчĕкрен тивĕçлĕ воспитани пама ăс кирлĕ. Çамрăк хĕрарăмсене саккунпа килĕшÿллĕн айăпланă май, çак шухăша комисси председателĕ, райадминистрацин пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов пусарсах каларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика