12 сентября 2009 г.
Кăçалхи çу кунĕсем типĕ те шăрăх тăчĕç пулин те, тăтăшах шăварса тăнăран, лайăх пăхнăран Алманчăри çĕр ĕç фирмин пахчинче хăярпа помидор нихçанхинчен те ăнса, тухăçлă пулнă. Витаминлă çимĕçсем паянхи кун та ĕлкĕрсе пыраççĕ. Хăяр-помидор ана çинче кăлăхах сая ан кайтăр, çĕрсе юрăхсăра ан тухтăр тесе ялта, хуçалăхра ĕçлекен кашни çыннах ăна хăйне тивĕçекен пайне тÿлевсĕр параççĕ. Çакăншăн пурте кăмăллă. Ăнса çитĕннĕ пахча çимĕçе çĕр улми кăларакансем те, уй-хир, ферма ĕçченĕсем те, строительсем тата ыттисем те пая кĕнĕ. Çакă ĕçлекен халăха малашлăхра хавхалантарĕ çеç.