12 сентября 2009 г.
Ача чухне пурин те хăвăртрах ÿсес, çитĕннисемпе тан пулас туйăм пысăк. Вăл шутра хĕрачасен те, ар-çын ачасен те çавах.
Аслă классене çитнĕ чылай каччă техника енне ытларах туртăнать, автомашинăпа çÿреме хăнăхма тăрăшать. Чăрсăртараххисем вара вăл алă айне çаклансан водитель ирĕкĕ çуккине пăхмасăрах аслă çул çинех тухса каяççĕ. Анчах ун пек чухне ăнсăртран кĕмсĕрт инкек те сиксе тухма пултарать. Нумай пулмасть Пăлакассинче пурăнакан çул çитмен çамрăк килĕнчен çăмăл автомашинăна илсе тухса кайнă та кÿршĕ ялта тепĕр машинăпа аварие çакланнă. Юрать-ха, инкек вилĕмпе вĕçленмен. Çавăнпа та 18 çул тултарса водитель правине илмесĕр, ятарласа вĕренсе тухмасăр руль умне ларма никамăн та васкамалла мар. Кайран чавса çывăх та çыртма çук ан пултăр.