12 сентября 2009 г.
Патăрьелĕнче пурăнакан Григорий Семенович Николаев ывăлĕсене çуралсанах хурçă утсем чуптаракансем пулччăр тесе пилленĕ пулĕ. Вĕсем чăнах та çамрăклах техникăпа интересленнĕ, шофер-водитель, тракторист-машинист прависене алла илнĕ.
Аслă ывăлне Василий Григорьевича салтакра малтанхи кунсенчех Т-55 танк шанса параççĕ. Каярахпа техник-водитель, танк ротин аслă механикĕ пулса Венгринче службăна ирттерет.
Иккĕмĕш ывăлĕ Николай Григорьевич та танк чаçнех лекет, сержант-командир Инçет Хĕвелтухăçĕнче çарта пулать. Хăйĕн юлташĕсемпе танк училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ (сылтăмра хĕрринчи ларать). Ÿкерчĕкрисем пурте Патăрьел ял каччисем: Н. Миронов, Н. Гусаров, Н. Поляков, В.Алешев, Н. Николаев.
Василийпе Николайăн иккĕшĕн те служба вăхă-тĕнче хастарлăх кăтартнăшăн çар командирĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе çырнă тав çырăвĕсем килнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вунă куна отпуска тивĕçнĕ. Темиçе Хисеп грамотипе наградăланă.
Василий Григорьевича Патăрьелĕнче Çар комиссариачĕ умĕнче ларакан танка Канашран илсе килме шанаççĕ. Çакна вăл лайăх ĕçлесе пырса, нумай водительсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулнипе тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра Василийпе Николай танкистсем Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнче хире-хирĕç çуртра пурăнаççĕ. Тепĕр кÿршинче танкист-механик-водитель Уруков Владимир Николаевич пурăнать. Вĕсем кашни çулах Танкист кунне пысăк уяв пекех паллă тăваççĕ, мăшăрĕсем те ĕнерхи танкистсемпе мухтанаççĕ, савăнаççĕ, ăшă сăмахсемпе уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ. Эпир те, кÿршĕ-аршă, вĕсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Ку ĕнтĕ вăл пĕр-пĕрне хисеплени тата сума суни çеç тетĕп.
Кунта тепĕр кăсăклă самант та пур. 1990 çулта Брянска командировкăна кайнă чухне поезд çинче ватă подполковникпа паллашрăм. Вăл Венгринче танк ротин командирĕ пулнă вăхăтра чăвашран Николаев текен механик-водитель техникăпа питĕ ăста çÿренине каласа пачĕ. Каярахпа вăл ăна ротăн аслă механикĕ пулма та шаннă. Отставкăри подполковник вăл питĕ ăста специалист пулнине пĕлтерчĕ.
Инçе командировкăран таврăнсан В. Николаева Фоменко пирки каласа патăм. Вăл чăнах та Василий Григорьевичăн командирĕ пулнă-мĕн. Асăнмалăх парнеленĕ сăн ÿкерчĕкĕ те паянхи кунчченех упранать. Унăн хыçне çапла çырнă: «Лучшему воину, верному помощнику, старшему механику роты Николаеву от командира роты на память». Фоменко тесе алă пуснă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çакăн пек танкистсен хăйсен професси уявне чунтанах ирттерме сăлтавĕ те пур.
А. Леонтьев Патăрьел