12 сентября 2009 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнчи 239-мĕш номерлĕ постановленийĕпе «Ĕç ветеранĕ» ят илнĕ чухне шута илекен СССР, РСФСР, Раççей патшалăх органĕсенче ĕçре палăрнăшăн панă ведомство паллисен шутне ÿстернĕ.
Халĕ кирлĕ чухлĕ ĕç стажĕ пулсан, пенсие тухма çул çитсен «Ĕç ветеранĕ» ятпа çак наградăсем пуррине кура тивĕçтереççĕ.
Медальсем:
Раççей Федерацийĕн оборона министерствин I, II, III степеньлĕ «Çар службинче палăрнăшăн» медалĕсем, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствин I, II, III степеньлĕ «Службăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медалĕсем.
Кăкăр çине çакмалли паллăсем:
Раççей Федерацийĕн çыхăну çулĕсен министерствин «Федерацин чукун çул транспорчĕ çинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» «20» тата «30» çул паллисем.
Раççей Федерацийĕн çыхăну министерствин «Тава тивĕçлĕ радист» палли.
Хисеп грамотисем:
СССР телевиденипе радиовещани патшалăх комитечĕн,
Раççей Федерацийĕн монополие хирĕçле тата предпринимательлĕхе пулăшас ĕç министерствин,
Раççей Федерацийĕн архитектура, строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин,
Раççей Федерацийĕн çыхăну çулĕсен министерствин тата Раççейĕн чукун çулпа транспорт строителĕсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн,
Гидрометеорологипе таврари çут çанталăк мониторингĕн федераллă службин,
Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министерствин грамотисем.