АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялтан хакли çук

12 сентября 2009 г.

Ялăн та, çыннăнни пекех, хăйĕн шăпи, пурнăçĕ. Унăн та пуçламăшĕ, историйĕ пур. Акă, Çĕньял тăрăхĕнче вырнаçнă Çăл Атăка Çăнăç, Çăтăç тата Ахмур ятлă тĕне кĕмен чăвашсем пуçласа янă теççĕ. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен куçса килнĕ иккен. 1907 çулта Шиловский вице-губернатор пуçарнипе Н. Воскресенский инженер ялăн пĕрремĕш карттине тунă. Кайран кунти йăла-йĕрке пирки çырнă материалсем те пур.

Çăл Атăк айлăмра вырнаçнă ял. Сăртарах тăрсан вăл ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Халăх сад ĕрчетме кăмăллать. Урампа утнă чух пушă çуртсем тĕл пулкалаççĕ, пуррисенче те пĕччен е мăшăрсем çеç тăрса юлнисем чылай. Çулла кăна ял хуларан е ытти çĕртен килекен ачасемпе «чĕрĕлет».

Юлашки çулсенче тăван тăрăхра тĕпленес кăмăллисем сахалтарах çав. Ялта ĕç çукки чăрмав кÿрет. Пултаруллисем трактор туяннă, кĕрлĕ-çурлă пахчасем сухаласа, çĕр улми лартса, кăларса укçа тукалаççĕ.

Ял ватăлнине 2002 çулхи кăтартусемпе пăхсан та пĕлме пулать. 7 çул каялла 134 çуртра 422 çын пурăннă. Вĕсенче 193 арçын, 229 хĕрарăм шутланнă. Халĕ 120 ытларах кил, 400-е яхăн çын кунта. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура. Анат Тăрмăшпа юнашар вырнаçнăран икĕ яла пĕр шкул, лавкка, медпункт. Вĕсем шăпах чикĕре вырнаçнă. Иккĕшне уйăрма та йывăр, хăшĕ Анат Тăрмăш, хăшĕ Çăл Атăк иккенне килен-каян пĕлмесĕрех те юлать.

Ялта чи ватă хĕрарăмсенчен пĕри – 1916 çулта çуралнă Серафима Ершова. Кăçалччен арçынсенчен чи асли 80 çул урлă каçнă Филипп Емельянов пулнă. Вăл ку тĕнчерен уйрăлнă хыççăн 1931 çулта кун çути курнă Василий Васильев тăрса юлнă, ывăлĕпе пурăнать.

Паяна Çăл Атăкĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пĕр ветеранĕ те çук. Çĕр-шывшăн хăрушлăх çитсен 130 çын аллине пăшал тытнă. Вĕсенчен 77-шĕ хыпарсăр çухалнă, 53-шĕ тăван тăрăха килсе çĕнĕрен пурнăç йĕркелеме тытăннă.

Чылай çĕрти пекех, Çăл Атăкра та вилекенсем çуралакансенчен нумайрах. Çул пуçланнăранпа пиллĕкĕн ку тĕнчерен ĕмĕрлĕх уйрăлнă, вĕсенчен пĕри кăна 80 çул урлă каçнă. Ыттисем 50 çула та çитмен арçынсем. Яла çĕнетме икĕ ача кун çути курнă. Пĕрремĕш класа пĕр ача кайнă, вăл Первомайскинчи пĕлÿ çуртне ăс пухма çÿрет. Анат Тăрмăшĕнчи шкулта ачасен шучĕ сахаллипе кĕçĕн классене кăна вĕрентмелле тунă. Малалла Çĕньяла е Первомайскине кайма пултараççĕ, ятарлă автобус çÿрет. Хăй вăхăтĕнче пĕр класра 25-шер ача, паралеллĕ тепĕр класс пулнă тĕслĕхсем те пур. Çăл Атăкра пурăнакан В. Ягудин каланă тăрăх, вĕсем 1953 çулта шăпах çавăн чухлĕн ăс пухнă.

Ялта нумай ача çитĕнтернĕ çемьесем нумай. Владимир Ильичпа Августина Яковлевна Ягудинсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Кун пекки пĕрре çеç.

Тăван тăрăхра тĕпленекенсем те пур. Акă, Б. Емельянов, В. Пазитов ялах юлнă. Çемьеллĕ, мăшăрĕсемпе ачасем ÿстереççĕ. Çакăн пеккисем тата та ытларах пулсан тем пекех аванччĕ, ун чухне Çăл Атăк та çĕнĕрен вăй илет. Малашлăха пĕлме çук, тен, шăпах çапла пулĕ те.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика