12 сентября 2009 г.
Хыр вăрманĕ пире уçă сывлăшпа килентерет. Анчах çак йывăç сывлăшшăн кăна мар хисепе тивĕçлĕ. Унăн тутлă шăршлă йĕпписене, вĕтĕ тураттисене, йĕкелĕсене ытларах пухма тăрăшăр. Килте вĕсене пĕтĕмпех сивĕ шывлă кастрюле ярăр та çулăм çинче çур сехет вĕретĕр. Çакăн хыççăн савăта лайăх хупса шĕвеке 12 сехет «кантарăр». Çапла вара сирĕн хыр экстракчĕ хатĕр те. Вăл хăмăр тĕслĕ пулмалла.
Мĕнрен пулăшать-ха вăл; Унран хатĕрленĕ ванна лăплантарать, кантарать, çилленнине ирттерет. Вăл чĕрепе нервсене çирĕплетет. Унсăр пуçне çак экстракт ыйхă килменнинчен, подагрăран, ревматизмран, астмăран тата сывлăш çулĕсен ката-рĕнчен сиплет. Вăл ÿт çинчи шыçăсемпе тата çăпансемпе те ăнăçлă кĕрешет. Ăна ярса хатĕрленĕ ванна йывăр чир хыççăн вăй пухмашкăн питĕ усăллă.
Мĕн чухлĕ хушмалла-ха ăна ваннăна; Тулли ванна хатĕрлеме – литр е литр çурă. Çур ваннăшăн 750 грамм çителĕклĕ. Усă курăр, сывлăхлă пулăр!
Шпинат – савăнтарать
Шпинат çулçисенчи усăллă элементсем çын организмĕнчен токсинсене, йывăр металсене, холестерина кăлараççĕ. Шпинатри Д витамин рахитпа аван кĕрешет. Хлорофилл хăйĕн хими тытăмĕпе юн гемоглобинне питĕ çывăх. Çавăнпа та çак ÿсен-тăран диетăпа усă куракансемшĕн тата ачасемшĕн питĕ паха çимĕç. Унпа авалранах юн сахалланнинчен, витамин çит-меннинчен сипленме, апат ирĕлтерессине лайăхлатма, чĕрене çирĕплетме усă кураççĕ. Шпинат сĕткенĕ веществосен ылмашăвне йĕркене кĕртме пулăшать, кăмăла лайăхлатать. Çапах та пĕверпе пÿре, подагра чирĕсемпе аптракансен унпа асăрхануллăрах пулмалла.
Н. ГЕРМАНОВ.