16 сентября 2009 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче чăн малтанах иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашне татса памалли, пурнăçламалли ыйтусене çивĕчлетнĕ.
Канашлăва ертсе пынă май, район пуçлăхĕ Н. Глухов уяр кĕркуннен кашни сехечĕпе туллин усă курса уй-хир ĕçĕсене вăраха ямасăр вĕçлесси пирки каланă. Паян çакă кашни хуçалăх ертÿçин тĕп тĕллев пулмалла. Ялсенче, район центрĕнче, организаци-предприяти территорийĕсенче тирпей-илем тăвас, хăтлăх кÿрес тĕллевпе малалла та пикенсех ĕçлемелле. Канашлура кун пирки те çивĕч калаçнă. Кунтах хĕллехи хутмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленес, пуçтарнă çÿп-çапа вăхăтра кайса тăкассине çирĕп пăхăнас тата ытти пирки те сăмах пуçарнă. Çавăн пекех канашлура тĕрлĕ шайри программăсене районта мĕнле пурнăçлани пирки сÿтсе явнă.