16 сентября 2009 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Чи малтанах Николай Федоров Президент кăмăллă хыпар пĕлтерчĕ: Раççей ял хуçалăх министерстви республикăна хушма укçа уйăрса пулăшма килĕшнĕ иккен. Чăваш Ен ял хуçалăх предприятийĕсен удобренисем туяннăшăн каякан тăкакĕсен пĕр пайне саплаштармашкăн хушма укçа ыйтнă – Мускав тивĕçлĕ йышăну тунă та 44 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе республика асăннă тĕллев валли 130 млн тенкĕ илет.
Кун йĕркинчи ыйтусем пирки калас тăк – тĕпрен илсен саккунсемпе йышăнусене улшăнусем кĕртесси, çĕнетесси пулчĕ. Ытларахăшĕ – техника шайĕнчи улшăну, хăш-пĕр положение федераци саккунĕпе пĕр килтересси, çавăнпах тишкерÿ кал-кал пычĕ ĕнтĕ. Калăпăр, республикăн тăкаксене пĕрле уйăрмалли фондĕнчен муниципалитетсене тĕрлĕ тĕллев валли паракан укçа малашне вырăнсене тÿрех каймĕ, малтан казначейство шучĕ çине куçĕ. «Социаллă» министр Нина Суслонова ЧР патшалăхăн граждан служащийĕсен пенси илмелли условийĕсем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусемпе паллаштарнă май асăннă йыш халĕ 179 çынпа танлашнине палăртрĕ.
Республикăн 2009-2013 çулсенче управлени кадрĕсен резервне йĕркелемелли тĕллевлĕ программине тишкернĕ май вара Президент вĕсене хатĕрлессипе çыхăннă çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ.
Тепĕр тема та – укçапа çыхăннăскер. Строительство министрĕ Александр Гончаров федераци бюджетĕнчен тăлăх тата ашшĕ-амăшĕ пăхса усраман ачасене пурăнмалли пÿлĕмсемпе тивĕçтерме тата 12 млн тенкĕ уйăрни çинчен евитлерĕ.
Пичет продукцине, аудио- тата видеопродукцие 18 çул тултарманнисене сĕнме юраманнине палăртакан эксперт комиссине туса хумалли йышăнăва çирĕплетрĕç.
Строймин ертÿçи А. Гончаров çул-йĕр тăвас ыйтăва çĕклерĕ. Авăн уйăхĕнче ку ĕç валли кăçаллăха уйăрнă укçапа усă курасси вĕçленсе пырать. («ХЫПАР»).