16 сентября 2009 г.
Районти тĕп больницăри уйрăм заведующийĕсен, врачсен, ытти медицина ĕçченĕсен пĕрлехи производство канашлăвĕнче паянхи кун пурне те пăшăрхантаракан ыйтусене хускатнă. Юлашки вăхăтра ÿпке туберкулезĕ нумайланса пырать. Тĕп больницăн врач-фтизиатрĕ В. Казакова флюорографи тухнă хыççăн тупăннă чирсем пирки пĕтĕмлетнĕ, инфекци врачĕ А. Чернова тĕнчере сарăлса пыракан сысна грипĕн хăрушлăхĕ, унпа кĕрешме çĕнĕ вакцина хатĕрлени пирки каласа панă. Усал чир кунталла ан килтĕр çеç. Çапах та унтан асăрханни, ун çинчен пĕлни пурне те кирлĕ.
Культура (сохранение самобытности и развитие культуры чувашского народа и других народов проживающих в Чувашской Республике, формирование толерантных отношений в обществе«Шуçăм» ансамбль Воронежра та кĕтнĕ хăна
Авăнăн 11-13-мĕшĕсенче Первомайскинчи В.Фролов ертсе пыракан «Шуçăм» халăх ансамблĕ черетлĕ çул çÿревре пулнă, Воронежра регионсем хушшинче иртнĕ фестивале хутшăннă. Кунта вĕсем пĕрремĕш хут мар. Хальхинче те ансамбле питĕ тарават йышăннă. Юрă-ташă ăстисем фестивале килнисене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи йăла юррисемпе, такмакĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Ансамбль членĕсем фестивальтен пысăк хавхаланупа таврăннă.