АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ячĕпе–асăну хăми

16 сентября 2009 г.

Ун чухне Фирдус Камалетдинов 21 çулта пулнă... Çеçке пек илемлĕ вăхăтра кĕрнеклĕ те тĕреклĕ хул çурăмлă, илĕртÿллĕ, ăшă кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ каччăн чĕри сасартăк, никам кĕтмен, шутламан çĕртен тапма чарăннă. Сăлтавĕ – мирлĕ пурнăçри ăнланмалла мар кăтартура сиксе тăхнă Чечня вăрçи.

Çулталăк çурă тăсăлнă хăрушă тапхăр. Пирĕн районтан вутлă-çулăмлă вăрçа вун виççĕн хутшăннă. Шел, виçĕ çамрăкăн шăпи синкерлĕ пулса тухнă. Вĕсенчен пĕри – Хирти Пикшик каччи Фирдус Абдуллович Камалетдинов.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче уроксем хыççăн ялти вăтам шкула вĕренекенсемсĕр пуçне ял халăхĕ пĕрин хыççăн тепри палăртнă мероприятие хутшăнса пиртен 14 çул каялла уйрăлнă паттăр салтака чыс тума васкарĕ. Синкерлĕ шăпа ăна парăнтарман пулсан вăл та шăп çак кунхине пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пекех 35 çул тултармаллаччĕ. Çак кунхине вара çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем унăн ятне ĕмĕр-ĕмĕр хисеплĕ вырăнта тытса тăма, паттăр салтакăн таса ятне асра упрама Фирдус 11 çул вĕреннĕ шкулăн стени çине асăну хăми çакрĕç.

Шкул директорĕн çумĕ Д. Салахова мĕн сăлтавпа çак пысăк йышпа шкула пуçтарăннине пĕлтерсенех чылайăшĕн куçĕ шывланчĕ. Фирдусăн ашшĕ Абдулла Минзарифович хăйсен ывăлне чыс тума, паянхи кун та вĕсен хуйхине пĕрле пайлама пуçтарăннисене пурне те чун-чĕререн тав турĕ.

– Сирĕн телейлĕ çемйĕре нихăçан та çакăн пек хуйхă ан кĕтĕр, – терĕ вăл хăйĕн калаçăвне пĕтĕмлетсе.

Асăну хăмине уçма район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, райадминистраци вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов, районти çар комиссарĕ Д. Захаров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ З. Макачев, асăннă шкул ертÿçи Н. Хуснетдинов хутшăнчĕç, пурте Фирдус Абдуллович çар тивĕçне пурнăçласа паянхи тăнăçлăхшăн кĕрешсе сăртлă-туллă çĕр-шывра ĕмĕрлĕхех куçне хупни, унăн паттăрлăхĕ çинчен каларĕç. Пурăннă пулсан унăн кăкăрĕ çинче паян ытти нумай наградăсемпе пĕрлех Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕ йăлтăртататчĕ. Шел, вĕсем хăйсен паттăрне ĕмĕрлĕхех çухатнă.

Мероприятие хутшăннисене Фирдусăн пĕрремĕш учительници З. Махмутова каланă сăмахсем уйрăмах çÿçентерчĕç, куççуль кăларчĕç.

«Фирдус манăн, пĕрле вĕреннисен чĕрисенчен нихăçан та тухмĕ. Пур енĕпе те пултаруллăччĕ вăл. Спорт тесен апат çиесси çинчен те манатчĕ пуль. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне çĕнсе илчĕ. Чечняран курма килсен Çĕнĕ çул умĕн ман пата салтак тумĕпе кĕрсе тăчĕ. «Иртсе каятăп та курас килчĕ», – тет. Ун чухне куçĕсем çав тери шухăшлăччĕ. Калăн, инкек пуласса сиснĕ. Çавăнпах-тăр, Чечня пирки сăмах пуçарса ыйтсан та нимĕн те каламарĕ, пырне капланса килнĕ сурчăкне çăтрĕ те алă çеç сулчĕ. Çакă пулчĕ пирĕн чĕрĕ чухнехи юлашки тĕл пулу» – терĕ те вăл хăйпе юнашар тăракан салтакăн юлташĕсене çупăрласа илчĕ. Вĕсенчен пĕри – Ильнар. Вунпĕр çул Фирдуспа пĕр парта хушшинче ларнă вĕсем. Ачасем питĕ туслă ÿснĕ. Мĕн пуррине яланах çурмалла пайланă. Ахальтен мар ĕнтĕ Ильнар юлташне хисеп туса хăйĕн ывăлне те Фирдус ят панă.

Паттăр салтак паян пирĕнпе юнашар мар. Унăн ячĕ вара кашни çыннăн чĕринче ырă тĕслĕх вырăнĕнче пултăр.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика