16 сентября 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров «Куç микрохирургийĕ» тата «Контур» тулли мар яваплă пĕрлешÿре пĕчĕк тата вăтам инновациллĕ бизнеса аталантарас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Вĕсене паллă офтальмолог С. Федоров академик йĕркеленĕ. Кунта офтальмологи валли йĕпсем тата медицина оборудованийĕ туса кăлараççĕ.
Канашлура палăртнă тăрăх пĕчĕк бизнес структуринче инновациллĕ предприятисем 2,5 процент çеç. Инновациллĕ продукципе тавар калăпăшĕ çур процентпа танлашать.
Канашлура бизнеса республика мĕнле пулăшни çинчен ЧР Промышленноçпа энергетика министрĕ Ю. Волошин, Экономикăллă аталанупа суту-илÿ министрĕ И. Моторин каласа панă. Çавăн пекех Суту-илÿпе промышленность палатин пуçлăхĕ И. Кустарин, «НПП Технотрон» пĕрлешÿ директорĕ В.Галкин тухса каланă, усăллă сĕнÿсем панă.