16 сентября 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров тунтикун Пĕтĕм тĕнчери «Паянхи патшалăх тата анлă хăрушсăрлăх» конференци ĕçне хутшăннă. Вăл Ярославль хулинче иртнĕ. Сумлă форума хутшăннисен хушшинче – Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев.
«Тĕнче хăрушлăхран хăтăлтăр, çирĕпрех пултăр тесе паянхи патшалăхăн мĕнле пулмалла;» – çак ыйтăва тишкернĕ конференци вăхăтĕнчи дискуссисенче.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров «Демократи опычĕн паянхи тĕрлĕ енлĕхĕ» темăпа тухса каланă.
Социальная сфера (развитие промышленного и топливно-энергетического комплекса)Строительствăна чĕртессишĕн
Чăваш Республикинче Пурăнмалли çурт-йĕр тума пулăшакан федераллă фондăн генеральнăй директорĕ Александр Браверман ертсе пыракан делегаци пулнă. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров йышăннă.
Делегаци çÿревĕн тĕллевĕ – пăрахăçа тухнă федераллă çĕрсемпе пурăнмалли çурт–йĕр тума усă курасси.
Делегаци Шупашкарти «çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва хутшăннă.
Чи малтанах строительство ĕçĕсем Шупашкарти «Университетский-2» микрорайонта пуçланаççĕ.