16 сентября 2009 г.
– Барнаул хулинче медицина училищинче вĕреннĕччĕ эпĕ. Анчах чун туртнă професси пулмарĕ пулас. Пурнăçăма выльăх-чĕрлĕх пăхассипе çыхăнтарнăшăн пĕртте ÿкĕнĕçĕм çук, – тет «Звезда» ял хуçалăх кооперативĕн доярки В.Нурсова.
–Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кашни кĕтесĕнче ĕçлесе куртăм: пăру, сысна пăхрăм. Скотник тивĕçĕсене те пурнăçларăм. Ĕçе ĕне сăвассинчен пуçăннăччĕ. Халĕ те çавăнтах.
40-шер ĕне çирĕплетнĕ хуçалăхри дояркăсене. Вĕсенчен сăвăнаканнисем 35-шертен кая мар. Виçшер аппаратпа усă кураççĕ. Сĕтне алă вĕççĕн йăтасси çук. Вăл пăрăх тăрăх ятарлă савăта пухăнать. Ирхи сăвăма 5 сехетре, каçхине улттăра пуçăнаççĕ.
Пĕчĕк йышăн ÿсĕмĕ пысăк. Кулленхи сăвăма хурлама кирлĕ мар. Виçĕ доярка кооперативра. Т. Крысова, Н. Плешкова та ÿркенекенскерсем мар. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Таньăпа Надя та Валентина Петровна пекех сысна ферминче ĕçлесе курнăскерсем. Пĕр вăхăт виççĕшĕ те унтаччĕ. Хуçалăх ертÿçи В. Кузнецовпа тĕп зоотехникĕ В. Щукина сĕннипе кунта куçрĕç. П.Мартышкин, С.Пласкин операторсем те юлман туслă ушкăнран. Вĕсем кирек хăш ĕçе те ÿркенмеççĕ. Выльăхсене апат пама та, ай сарăмне тасатма та пулăшаççĕ.
Ĕçе ачаранах хăнăхнă В. Нурсова. Амăшĕ доярка пулнă унăн. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ăна пулăшма çÿренĕ. Малтанласа пĕрер ĕне сунă. Унтан икшер, виçшер... 8 класс вĕренсе тухсан амăшĕпе пĕрле ятарлă ушкăн илнĕ. Хĕрне ĕç вăрттăнлăхне сахал мар вĕрентнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан дояркăра ĕçлесе пăхнă. Анчах çамрăксем хуланалла туртăннăран Вальăн та урăхла ĕмĕтсем çуралнă. Ют çĕр тĕплентермен ăна. Çавăнпа каялла тăван ене таврăннă. Çакăн тепĕр сăлтавĕ те пулнă. Ашшĕ вăхăтсăр вилнĕрен ултă ачине амăшне пĕччен пăхса çитĕнтерме çăмăл пулман. Çитменнине асли Валя пулнă.
Çамрăк хĕре кÿршĕ ял каччи куç хывнă. 23 çул пурăнать Кушкăран килнĕ Валя Анат Туçара. Василий Васильевичпа пĕр сăмахра вĕсем. Хунямăшĕпе те 17 çул пурăннă. Ял çине сивĕ сăмах кăларман.
Кун хыççăн кун ĕçе утсах çул хушăнать. Ачисем те ÿссе çитĕнчĕç. Юрий авланса çемьеллĕ пулчĕ. Кинĕ Елчĕк районĕнчи Арланкассинчен. Амăшĕ Валентина Петровнăпа выляса ÿснĕскерех. Шырасан тупаймăн. Тур çырни пулнă пулас.
Дима комбайнер пулăшуçи. Ачаранах техникăна юрататчĕ вăл. Кăçал вырмана хутшăнчĕ. «Дон» комбайн штурвалне пĕр шиксĕр тытрĕ.
Кĕçĕнни – Петя. Тăваттăмĕш класа каять вăл.
Ырлăхра пурăнать халĕ Валентина Петровна. Ачисем çитĕнеççĕ. Ĕçĕ пур. Çитĕнекен ăру çамрăкрах чухне ирпе ирех ĕçе тухса утма кансĕртерех пулнă, паллах.
Икĕ алăра пĕр ĕç пулнипе лăпланса пурăнмасть çемье. Май килнĕ таран килти пахчара сухан-севок, кишĕр, çĕр улми çитĕнтерет. Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ. Çапах та обществăлла пурнăçа хутшăнма ÿркенмест В. Нурсова. «Айтăр, ферма хĕрĕсем», «Маттурах çав пирĕн ялсем» конкурссене хутшăнмасăр пĕринче те юлман вăл. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕ хатĕрлекен спектакльсенче вылять. Ял уявĕсенчи тĕрлĕ конкурса пуçараканĕ, хутшăнаканĕ те.
Тепĕр ырă ĕçне те манса хăварар мар. Хисеплĕ донор Валентина. Хăйĕн юнне миçе хутчен панине те ас тумасть.
Кăмăлне, ĕçне, пултарулăхне кура илнĕ чыс-хисепĕ татах та пур. Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ вăл. Çакăншăн хĕпĕртет те. Пĕр кун ĕçрен юлманран тивĕçнĕ ĕнтĕ ăна. Ачисемпе декретлă отпуск вĕçлениччен те ларман вăл.
Кĕрнеклĕ хĕрарăм В. Нурсова. Урампа саркаланса, киленсе утмалăх пĕвĕ-сийĕ çитет. Ĕçре маттур пулнăран хисепне çĕнсе илнĕ. Эппин, мĕншĕн пит çинче йăлтăр кулă пулмалла мар. Вальăна салху курман нихăçан та. Малашне те ĕçĕ ăнса пытăрах.
А. АСТРАХАНЦЕВА.