16 сентября 2009 г.
Ял-йышра ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ, ĕçлĕхлĕ те ыттисемшĕн кăтартуллă çамрăк çемье пирки сăмах пуçарсан, Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Петров тÿрех Çăл Атăкри Емельяновсене аса илчĕ, вĕсем патне çитсе курма сĕнчĕ. Вун пилĕк çул пĕр улшăнмасăр çак яваплă ĕçре тимлекен ертÿçĕ кашни çемьенех хак пама пултарать. Хальхинче вара ял пуçлăхĕн сĕнĕвне тĕпе хурса Борис Петрович Емельяновсен çемье пурнăçĕпе кăсăклантăмăр.
Ялта виçĕ сыпăкри çемье пĕр çуртра пурăнакансем татах та пур. Анчах кашнийĕ тĕрлĕрен. Пĕрисен хунямăшĕпе кинĕ пĕр сăмах тупаймаççĕ, теприсен çамрăкĕсем ниçта та ĕçлемеççĕ, ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче пурăнаççĕ, виççĕмĕшсен ĕçкĕ-çикĕпе ытларах иртĕнеççĕ. Емельяновсем пирки çакна калаймăн. Елена Валентиновна çĕнĕ çĕре килнĕренпе ватăсене пĕр урлă сăмах та каламан. Ахальтен мар ĕнтĕ туслă çемьере ĕç те кал-кал пырать, кермен пек çĕнĕ çурт та хăпарнă...
Раиса Ивановнăпа Петр Алексеевич иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Çапах та ватăсем çамрăксене пур енĕпе те пулăшса, тирпейлесе пыраççĕ. Тĕп кил пуçлăхĕн Борис Петрович ывăлĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпе виçĕ çул çеç-ха. Районта та вăл çамрăк çĕр хуçисенчен пĕри. Çапах та фермер хăйĕн çулне тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шутлать. Ял тăрăхĕнчен вăл вунă гектар çĕр арендăна илнĕ. Унпа вара тухăçлă та, тупăшлă та усă курма тăрăшать.
Кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕ нÿрĕк сахал пулнăран ăнăçлах, тупăшлах пулмасть пекчĕ. Фермер Турă панă кунсемпе кăмăллă. «Жуковский ранний» çĕр улми шултăра та тухăçлă тухса савăнтарнă. Пĕтĕмĕшле «иккĕмĕш çăкăр» виçĕ гектарта çитĕннĕ. Çитес çул фермер унăн лаптăкне тата пысăклатасшăн. Ытти культурăсенчен урпана ултă гектартан, кишĕре 25, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре 70 сотăйран пуçтарса илнĕ. Çĕр-аннемĕре пăхса, апатлантарса тăма хуçалăхăн тĕп техника пурте çителĕклĕ.
– Чылай чухне ял хуçалăх продукцийĕ йÿнĕ тесе ÿпкелешетпĕр пулин те çĕр çинче пикенсе ĕçлесен, ăна юратсан начар мар тупăш илме пулать. Çакна эпĕ çирĕплетсех калатăп. Ÿркенмелле çеç мар, кашни ĕçе вăхăтра пурнăçламалла. Пĕлтĕр, сăмахран, 26 сотăй хĕрлĕ чĕкĕнтĕртен çеç 63 пин тенкĕ таса тупăш илтĕмĕр. Мĕн пур ĕçе çемьепе пурнăçлама тăрăшатпăр. Ачасем те хуçалăх ĕçĕнче пысăк вăй. Хĕрача тракторпа хăйех çÿреме хăнăхрĕ. Çакă та çăмăллăх, – каласа парать Борис Петрович.
Çуллахи ĕçпе хĕл тутă, – теççĕ ватăсем. Çу каçа ырми-канми ĕçленĕрен вĕсен кĕлет тулли тырри-пулли, пахча çимĕç упранать. Фермерăн малашлăх ĕмĕчĕсем сулмаклă. Çуртпа юнашар йышăннă лаптăкра вăл хăйне евĕр пĕчĕк ферма уçасшăн. Унта сурăхсем, ĕне-выльăх ĕрчетесшĕн. Чĕлхесĕр янаварсем валли вара апачĕ çителĕклĕ. Кăмăлĕ çеç ан иксĕлтĕр.
А. ЕГОРОВА.