16 сентября 2009 г.
Патăрьел районĕнчи ГИБДД уйрăмĕ кăçалхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче «Автобус» рейд ирттерет. Унăн тĕллевĕ – автобус водителĕсем Çул-йĕр правилисене пăхăннине тишкересси, пассажирсене илсе çÿренĕ чухне хăрушсăрлăха тивĕçтермелли Положение, автобус хуçисем лицензи йĕркине пурнăçланине тĕрĕслесси.
Енчен те лицензи ыйтнине пурнăçламан, лицензисĕр ĕçлекен тĕслĕхсем пулсан лицензи паракан органсене материал тăрататпăр. Вĕсем хăйсен прависемпе усă курса тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Юлашкинчен çакна та аса илтересшĕн: сентябрĕн 17-мĕшĕнче автотранспорт предприятийĕсенче черетлĕ профилактика кунĕ иртет.
А. КУПТАШКИН,
ГИБДД уйрăмĕн
начальникĕ.