16 сентября 2009 г.
Енчен те эсир паха ыхра ÿстерес тетĕр пулсан, лартнă чухне çак ансат, анчах та питĕ кирлĕ правилăсене шута илĕр:
1. Ыхра пулăхлă, йÿçек мар тăпраллă вырăна килĕштерет. Йÿçек тăпраллă çĕрте вăл тухăç памасть.
2. Ыхра ун умĕн хăяр, кабачок, ирхи тата тĕслĕ купăста, пăрçа йышши культурăсем туса илнĕ çĕрте аван ÿсет. Фузариозпа чирлеме пултарнине шута илсе, ыхрана çĕр улми лартса тунă вырăнта çитĕнтерме юрамасть.
3. Енчен те сирĕн пахчара тăпра йÿçек пулсан органикăллă тата минераллă удобренисемпе пĕрле известь те хывмалла. Чĕрĕ тислĕк хывма юрамасть.
4. Лартмалли йăрансене 2-3 эрне малтан кăпкалатмалла, удобрени хывмалла.
5. Лартма шултра, сывă шăлсене илмелле. Малтан вĕсене 1 сехет хушши марганцовка шывĕнче тытмалла. 1 литр шывра 1 грамм марганцовка ирĕлтермелле.
6. Ыхрана унăн хÿри вĕçĕнчен 3-4 сантиметр тарăнăш туса лартмалла. Шăлсем пĕр-пĕринчен 8-10 сантиметртан пулччăр, ретсене 20-25 сантиметра вырнаçтармалла.
7. Йăрансене хĕллехи сивĕсем пуçланиччен 40-50 кун маларах лартса хăварма сĕнеççĕ.
Сельское хозяйство (приоритетный национальный проект «Развитие АПК»
Лайăх упрăр
Çĕр улми 1-5 градус ăшă тăракан вырăнта çеç лайăх упранать. Сывлăш температури 0 градуса çити чаксан çĕр улми пылакланать. 1 градусран сивĕрех чухне вăл шăнма пуçлать.
Температура 5 градусран ăшăрах çĕрте тĕрлĕ чир-чĕр аталанма, çĕр улми вăхăтсăр çеçкеленме пуçлать. Ытла нÿрĕ чухне çĕр улми шăтса каять, çĕрме тытăнать. Ытла типĕ сывлăш та сиенлĕ: ун пек çĕрте çимĕç шанать, пĕркеленет. Çавăнпа та çĕр улмине лайăх уçăлтарма май пур вырăнта упрамалла.