16 сентября 2009 г.
Ĕнене пĕтĕлентернĕ хыççăн пĕр уйăхранах вăл пĕтĕ е хĕсĕр пулнине пĕлме пулать теççĕ. Çавна хаçатра пичетлесен аванччĕ.
(Çыруран).
Стакана шыв ямалла, унта тин сунă сĕт 1-2 тумлам тумлатмалла. Вăл стакан тĕпнелле анса каять пулсан – ĕне пĕтĕ. Енчен те стаканĕпех саланса шыва шуратать – ĕне пĕтĕленмен.
Шыв вырăнне спиртпа та усă курма юрать. Тин сунă 5 мл сĕте 5 мл спиртпа хутăштармалла. Пĕтĕ ĕне сĕчĕ 3-5 минутра кĕвĕлет, хĕсĕр ĕнен – 20-40 минутран тин.
Çак меслетпе ĕне пĕтĕ пулнине ăна пĕтĕлентернĕ хыççăн тепĕр уйăхран пĕлме пулать.
Сельское хозяйство (приоритетный национальный проект «Развитие АПК»
Солянка хатĕрлесси
2 кг купăстана шултра теркăпа хырмалла, 1 кг кишĕре, сухана вĕттĕн турамалла. Кишĕрпе сухана 0,5 стакан тип çу ярса ăшаламалла. Унта купăста, 1,5 литр вĕрекен шыв хушмалла, тепĕр 20-25 минут пĕçермелле. Вара маларах пĕçерсе хатĕрленĕ, туранă кăмпа (100 грамран пуçласа 2 килограмм таранах, хăвăра килĕшнĕ пек), томат пасти, тăвар, ыхра, специсем, сахăр песукĕ кăштах ямалла. Солянкăна тепĕр 30 минут пĕçермелле. Унта 1 апат кашăкĕ уксус эссенцийĕ хушса стерилизацилленĕ банкăсене тултармалла, шăвăç хупăпа хупмалла.