16 сентября 2009 г.
КАКАЯ упрама хурас умĕн çумалла мар, унсăрăн вăл часах пăсăлать. Сысна ашĕ ют шăрша часах туртса илет, çавăнпа ăна хупă савăтра тытмалла. Пĕçернĕ какая холодильнике шывран кăларса типĕлле хумалла. Кăлпасси каснă тĕле çăмарта шурри е çу сĕрсен, е çав тĕле лимон, кишĕр касăкĕ хурсан часах типмест тата пăсăлмасть. Ветчина кушăрханă пулсан ăна çур сехетлĕх сĕте ярăр.
ЧĔРĔ ПУЛЛА холодильникре 4-5 градусра упрамалла, целлофанпа е пергаментпа чĕркемелле.
ВĂЛЧА БАНКИНЕ уçнă хыççăн çиеле кăштах ÿсен-тăран çăвĕ ярса лайăх хупласан холодильникре чылай вăхăт типмест.
ПАХЧА ÇИМĔÇПЕ УЛМА-ÇЫРЛАНА холодильникĕн аялти çÿлĕкĕ çине хумалла. Полиэтилен пакета чикиччен вĕсене сивĕтмелле. Унсăрăн пахча çимĕçпе улма-çырла йĕпенсе çĕрме пуçлаççĕ.
ÇĂМАРТА кăштах çу сĕрсен чылай вăхăт пăсăлмасть, типмест. Усă курмасăр юлнă çăмарта саррисене сивĕ шыв янă савăтра тытсан вĕсем лайăх упранаççĕ.