16 сентября 2009 г.
– Сана, пĕчченскере, ачапа йывăртарах пулать-çке.
– Маншăн ан пăшăрхан. Авă, хĕрарăмсем ик-виçĕ ачапа та юлаççĕ, анчах аптрамаççĕ.
– Мĕнлерех ăнлантарас-ши манăн сана; – ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ Россман. – Çак пилĕк пÿлĕмлĕ чаплă хваттере эпĕ сан валли хăваратăп. Кунта эсĕ хăвна килĕшекен арçынна илсе килсе çĕнĕ çемье çавăрма пултаратăн.
– Хваттер пурпĕрех пирĕн валли юлать. Мĕн, ывăлпа иксĕмĕре урама кăларса ярасшăн-и эсĕ;
– Хваттерсĕр пуçне, дачăна та хăваратăп, ывăла кăна пĕрле парса ярсамччĕ. Эсĕ пурĕ те çирĕм пиллĕкре кăна-çке, тата ик-виçĕ ача та çуратма пултаратăн. Вадим – манăн пурнăçăмăн пĕлтерĕшĕ. Вăл ман сăнăма ним хăварми йĕрлесе илни те питĕ çывăхлатса тăрать.
– Вадим маншăн та питĕ çывăх. Эпĕ ăна çуратнă, вăл – ман организмăн уйрăлми пайĕ. Унсăрăн пĕр кун та пурăнаймастăп эпĕ. Дачуна вара сутса яма пултаратăн. Вçо! Калаçу пĕтрĕ манăн! – зал алăкне хыттăн шап! хупса кухньăна сирпĕнсе тухрĕ Элеонора.
Арăмĕ алăка шартах сиктерсе шаплаттарса хăварнине хăйне питрен пур вăйран çутăлтарса яни вырăннех хурса йышăнчĕ Россман. Унăн темиçе минут каялла кăна çутă шанăçпа ялкăшнă куçĕ пĕр самантрах хаярлăхпа курайманлăх вут-хĕмĕпе ылмашăнчĕ, çамкипе тăнлавĕсенче кăвак изоляциллĕ пĕчĕк проводкăсем евĕр юн тапписем палăрчĕç. Исраил Исаакович кресло çине йывăррăн лаш! ларчĕ те пысăк çамкине пружина пек хутлам-хутлам йĕркелентерсе тĕрлĕ шухăшсен юхăмĕнче ишме тытăнчĕ. Чĕрене ăшă туйăмпа çупăрлакан ырă шухăшсем пĕрин хыççăн тепри вĕлтĕртетсе вĕçрĕç ун пуçĕ тĕлĕнчен. Çав вăхăтрах, çепĕç туйăмсене хупласа, тискерлĕх вучĕпе амаланнă шухăшсем унăн кукша пуçĕ тавра çăткăн та выçă çăхансем пекех явăнма пуçларĕç. Сасартăк унăн куçĕ каллех шанăç çутипе тулчĕ, сарлака çăварĕ, йĕрĕнчĕклĕн чалăшса кайнăскер, тÿрленсе хăй вырăнне ларчĕ, ăшă кулăпа сарăлчĕ...
Исраил Исаакович, кресло çинче ватă хурама пек авăнса ларнăскер, çăмăллăн ваш! сиксе тăчĕ те хитре çиттиллĕ сĕтел патнелле таплаттарса утрĕ. Çавра сĕтел хушшине кĕрсе ларнă-ларман пысăк куçне чеен хĕссе, тутине йÿçеккĕн пĕркелесе графинран черккене хаклă коньяк ячĕ. Ăна сывламасăр тенĕ пек ĕçсе ярсан хăй хыççăн алăка шăппăн хупса хваттертен тухрĕ те васкамасăр казино еннелле утрĕ...
Арнольд Майоров, хăйĕн вуннăмĕш модельлĕ шурă «Жигулийĕпе» «Çĕрпÿ-Ульяновск» трассăпа пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнсе пыраканскер, Чăваш Енри кăнтăр районĕн территорине кĕрсен, çул хĕрринче çамрăк хĕрарăмпа çиччĕ-саккăрти арçын ача тăнине аякранах асăрхарĕ. Кĕске юбкăллă, ятарласа шăратса кăларнă евĕр йăрăс пÿ-силлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм аллине вĕлтĕр-вĕлтĕр вылятса чарăнма ыйтнине темшĕн курмăш пулчĕ çирĕм саккăрти хусах, хăвăртлăха нимĕн чухлĕ те чакармасăр малалла вĕçтерчĕ. Анчах та икçĕр-виççĕр метр пек кайсан, ĕшенчĕк хĕвел çурта пек тÿрĕ хырсен симĕс тÿшекки çине канма ларнине пăхмасăр, темле асамлă вăй-хăвата пăхăнса, Арнольд автомашина хăвăртлăхне ерипен-ерипен чакарса пычĕ те, руле тăруках сулахаялла вăр! пăрса илсе каялла çаврăнчĕ.
– Ăçта кайма тухнă эсир, чиперкке; – автомашина алăкне яриех уçса хучĕ çÿçне кĕскен кастарнă йĕкĕт.
– Ырă çын пулса тархасшăн пулăшсамччĕ пире! – темле кинофильмра курнă паллă актер сăнне çывăххăн аса илтерекен çамрăк арçын куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ хĕрарăм. – Хамăр яла каякан автобуса ĕлкĕреймерĕмĕр эпир.
– Миçе çухрăм каймалла вара;
– Çирĕм çухрăма яхăн.
– О-хо-о! – сехечĕ çине пăхса илчĕ йĕкĕт. – Каялла миçере таврăнатăп вара эпĕ, киле хăçан çитсе ÿкетĕп;
– Эпĕ çул укçишĕн те, бензиншăн та ытлашшипех тÿлĕп, – пысăк сумкăран хăпăл-хапăл енчĕкне туртса кăларчĕ ача амăшĕ.
– Çук, нимĕн те кирлĕ мар мана сиртен, – аллине каллĕ-маллĕ сулкаларĕ водитель. – Айтăр, ларăр хăвăртрах.
– Эсĕ, ывăлăм, хыçала лар, – «Жигулин» кайри алăкне уçса пачĕ хĕрарăм. – Эпĕ малти ларкăч çине вырнаçăп.
– Вăл сирĕн ывăлăр пулать-и вара; – автомашинăна ерипен хускатса, тепĕр çул еннелле пăрăннă май ыйтрĕ водитель.
– Çапла. Вадим – манăн ывăл.