19 сентября 2009 г.
Районта иртекен информаци кунĕсенче кашнийĕнчех халăх пурнăçĕпе, малашлăхпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Хальхинче вăл «Ачасене пулăшасси тата вĕсене хÿтĕлесси – Чăваш Енри патшалăх политики» темăпа иртрĕ. Çак тĕллевпе пирĕн районта Чăваш Республикинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертÿçи Л. Шимин ертсе пыракан ушкăн пулчĕ.
Информаци кунне хутшăннисем чăн малтанах кун йĕркинчи ыйтăва районти организаци-предприяти, хуçалăх ертÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе сÿтсе яврĕç.
Ачасен çуллахи канăвĕ хыççăнхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш пĕтĕмлетÿре Чăваш Енре çак ыйтупа патшалăх политикин шайĕнче калаçмалли пайтах пулчĕ. Чăн малтанах район пуçлăхĕ Н. Глухов районта çитĕнекен ăрăва пулăшас тата вĕсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тĕрлĕ шайри программăсене мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарчĕ.
Районта ачасен çуллахи канăвĕнче чылай шкулта ĕçпе кану лагерĕсем ăнăçлă ĕçленĕ. Çакă чăн малтанах ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ. Киле хăй тĕллĕн юлакан ача кунĕпех вĕрентекен умĕнче. Вĕсем унта вăхăтлă канаççĕ, ĕçлеççĕ, апатланаççĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ мероприятире тавра курăма та анлăлатаççĕ. Кăçал кану лагерĕсене каякан ачасене вырăна çитерсе ярассине район шайĕнче ăнăçлă йĕркеленĕшĕн те кашни ашшĕ-амăшĕ кăмăллă юлнă. Улатăр е Çĕрпÿ районĕсенчи лагерьсене кашни çемье ачисене уйрăммăн леçни меллĕ мар-çке. Пĕрисен укçи çук, теприсен вăхăчĕ ерĕçмест тата ытти те. Район пуçлăхĕ ачасен канăвне йĕркелессипе, вĕсен сывлăхне тĕреклетессипе, правине хÿтĕлессипе малашне те çирĕп йĕрке, тĕрĕслев пулассине каларĕ.
Юлашки çулсенче районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Çемьере йыш çумне йыш ÿсни савăнтарать. Ача-пăчана сывă та тĕреклĕ çитĕнтерме патшалăх паракан пулăшу укçипе усă курма пикеннĕ хыççăн ача çуратас шухăшлă амăшĕсем пушшех нумайланчĕç. Хальхи вăхăтра, сăмахран, Патăрьелĕнче 180, Шăнкăртамра 250 ача валли ясли-садра вырăн çитмест. Кĕçĕн Патăрьел ял тăрăхĕнче çак сăлтавпа черетре тăракансем те йышлă. Çав вăхăтрах район центрĕнчен аякрах мар вырнаçнă Кивĕ Ахпÿртрех пушă вырăн сахал мар. Алманчăра та вăл çурма пушă. Çавăнпа та паян кашни ялта çĕнĕрен ясли-садсем уçма укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен май та, сăлтавĕ те çук. Хальхи вăхăтра çак проблемăна татса парас тĕллевпе килте садик ушкăнĕсене уçас пирки калаçу пырать. Информаци кунĕнче çак ыйту тавра та хĕрÿ калаçрĕç. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Л. Шимин ку тĕлĕшпе республикăра килти ача сачĕсем уçма сăлтавĕ пысăк пулнине каларĕ. Кăçал республикăра иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 6,5 процент ытларах ача çуралнă.
– Кил-çурт условийĕнче ача сачĕсем уçни чылай педагога ĕçпе тивĕçтерме те май парĕ. Анчах та ачасене воспитани парас йĕрки, çирĕплĕхĕ çавах юлĕ, – терĕ информаци ушкăнĕн ертÿçи хăйĕн калаçăвĕнче.
Ача-пăчана сывă та тĕреклĕ ÿсме пулăшса хÿтĕлесси патшалăх шайĕнчи пысăк ыйту пулнăранах çул-йĕрте вĕсемпе сиксе тухакан инкеке чакарас пирки уйрăмах çивĕч калаçрĕç. Çак ыйтупа Патăрьелсен те пикенсе ĕçлеме сăлтавĕ пур. Пирĕн районта çул-йĕр çинче ачасемпе пулакан инкексен шучĕ ÿснĕ. Чи хăрушши – вилнĕ тĕслĕхсем те пур.
Информаци кунĕнчи ыйтăва сÿтсе явма Чăваш Республикинчи федераллă почта çыхăнăвĕн Управлени директорĕ С. Тимофеева, республикăри автомобильпе çул-йĕр патшалăх надзорĕн управлени ертÿçи Ю. Титов, «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитарлă предприяти директорĕ Ю. Федоров, «Республикăри клиника больници» патшалăх учрежденийĕн тĕп врачĕ И. Ефимова хутшăнчĕç, хăйсен сăмахĕсенче çĕр-шыв пуласлăхĕ сывлăхлă, инкек-синкексĕр, шанчăклă хÿтлĕхре çитĕнтĕр тесе каларĕç.
Иккĕмĕш пайĕнче информаци кунĕн ушкăнĕсем вырăнсенче пулса халăхпа калаçрĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Район пуçлăхĕ Н. Глуховпа Чăваш Республикинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Л. Шимин ушкăнĕ Патăрьелĕнчи почта çыхăнăвĕ çуртĕнчех вырăн тупнă хăтлă магазина уçнă çĕре хутшăнчĕç.
– «Тройка» ачасен вĕренĕвне, пĕлĕвне хакланă чухне лайăхах паллă мар пулин те, халăх ыйтакан тавара туллин тивĕçтерес тĕлĕшпе кунта ĕçлекен опытлă сутуçăсен «5» паллăпа çеç ĕçлемелле пултăр, – терĕ федераллă почта çыхăнăвĕн республикăри Управлени директорĕ С. Тимофеева район пуçлăхĕпе Н. Глуховпа хĕрлĕ хăйăва каснă май.
Ун хыççăн асăннă ушкăн Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Тăрăнта вырнаçнă хăтлă та кăмăллă ача сачĕсемпе, Тăрăнти чи ватă чиркÿпе, çывăх кунсенче уçма палăртнă «Олимп» спорт комплексĕпе, Шăнкăртамри çĕнĕ шкулпа паллашрĕç. Ял тăрăхĕсем, район администрацийĕ çитĕнекен çамрăк ăрушăн пысăк та пархатарлă ĕç тунине каларĕç.
А. ЕГОРОВА.