19 сентября 2009 г.
Общество представителĕсен пуçарăвĕпе Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Ярославльте 2009 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче «Ку чухнехи патшалăх тата тĕнче хăрушсăрлăхĕ» ятпа ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери конференцире тунă доклада тата вăл тăратнă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Аса илтеретпĕр, конференцие Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров та хутшăннăччĕ.
Хăйĕн сăмахĕнче Д. Медведев паянхи саманапа тачă çыхăннă, миллионшар çын пурнăçне лайăхлатма, тĕрĕс те виçеллĕ, çирĕп тĕнче курăмне йĕркелеме пулăшакан пысăк пĕлтерĕшлĕ сĕнÿсем панă.