19 сентября 2009 г.
Шупашкарта Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă-экономикăллă аталану Стратегийĕн канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Стратеги мĕнле пурнăçланса пынине тишкерсе тухнă. Кун йĕркинчи ыйтупа ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин доклад туса панă.
Ларура ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи А. Шарапов, Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н. Суслонова, Канаш председателĕ ЧР Президенчĕн канашçи В. Кузнецов тухса каланă.