19 сентября 2009 г.
Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн, кил-çурт, сăмахран, приватизациленĕ хваттер хуçисен физически сăпатран тупăш налукне тÿлемелле. Саккун налук суммине икĕ срокра татма ирĕк парать: 50 процентне сентябрĕн 15-мĕшĕччен, тепĕр çуррине ноябрĕн 15-мĕшĕччен тÿлемелле. Вăхăтра тÿлемесен пени хушăнма пултарать.
Пенсионерсемпе инвалидсене патшалăха харпăрлăхшăн тÿлессинчен хăтарнă.
Пенсионерсен пурăнакан вырăнти налук инспекцине пенси удостоверенийĕн копине илсе пымалла. Енчен те вăл мĕнле те пулин сăлтавпа асăннă документăн копине вăхăтра тăратман, çавна пула пурлăх налукне тÿленĕ пулсан, маларахри виçĕ çулшăн тÿленĕ укçана тавăрса параççĕ.
Инвалидсен вара çăмăллăхсене кашни çулах комиссинче тĕрĕслеттерсе ĕнентермелле.
Соцĕ сфераПенсисем пурте ÿсмеççĕ
Эпĕ социаллă пенси кăна илсе пурăнатăп. Вăл питĕ пĕчĕк. Çитес çул пуçламăшĕнче хамăн пенси ÿсессе шанма пултаратăп-ши;
В. НИКИФОРОВА.