19 сентября 2009 г.
Кăçалхи 8 уйăхра районта 28 çул-йĕр инкекне шута илнĕ. Вĕсенче 8 çын вилнĕ, 32 çын аманнă. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан аварисем 12 ытларах пулнă, 5 çын нумайрах вилнĕ, аманнисен хисепĕ 8 çын чухлĕ ÿснĕ.
Çул çитмен çамрăксем хутшăннипе 4 инкек пулнă, вĕсенче 2 çын аманнă, 2 çын вилнĕ.
Юлашки тĕслĕхсене илсе кăтартас килет. Август пуçламăшĕнче Нăрваш Шăхалĕнче 1958 çулта çуралнă водитель правилăпа пыракан транспорта тĕрĕс ирттерсе яманнипе çапăннă. Çавна пула пассажир аманнă, больницăна лекнĕ.
Август вĕçĕнче Патăрьелĕнчи Советски урамĕнче водитель çул çине сылтăм енчен чупса тухнă ачана çапса хăварнă. Тăватă çулхи ачана больницăна хунă.
Водитель! Тимлĕ пул, çул çинчи йĕркелĕх санран питĕ нумай килет.
С.КУЗНЕЦОВ,
ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.