АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăхмасан вĕлле хурчĕ те пыл памасть

19 сентября 2009 г.

Вĕлле хуртне чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех хисепленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ паттăр та ĕçчен çынна унпа танлаштараççĕ. Хăйне те «ылтăн хурт» тесе чĕнеççĕ. Çу каçипе пĕр канăç пĕлмесĕр, куллен вуншар çухрăм вĕçсе пыл пухать. Вĕлле хуртне мĕнле хисеплемĕн ĕнтĕ!

Хурт-хăмăр отраслĕнче те йывăрлăхсем, ÿсĕмсем пур. Вĕсем пирки республикăн кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен хурт-хăмăр зоотехникĕпе Н. Пирожковпа тĕл пулса калаçрăмăр. Николай Петрович ку ĕçре 13-мĕш çул вăй хурать.

– Николай Петрович, эсир хурт-хăмăрпа ĕçлесси патне ăнсăртран пырса тухманни вĕлле хурчĕсен йăли-йĕркине лайăх пĕлнинченех курăнать.

– Асамлă та ăслă хуртсемпе пирĕн йăх 200 çул ĕçлет. Мăн асатте, Кукăль Караççи, интересленме пуçланă. Унăн 150 тунката вĕлле пулнă, тет. Кайран асатте, атте унăн ĕçне малалла тăснă. Мана та атте пĕчĕклех хăйпе пĕрле илсе тухатчĕ. Эпĕ вара ывăла ачаран хăнăхтарнă. Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлеме питĕ килĕшет.

– Районта кăтартусем мĕнлерех: вĕлле хурчĕсемпе интересленекенсем юлашки çулсенче нумайланчĕç е сахалланчĕç;

– Выльăх-чĕрлĕх усракансем, шел пулин те, сахалланса пыраççĕ. Хурт-хăмăрпа ĕçлес текенсем çуллен нумайланса пыраççĕ, уйрăмах харпăр хуçалăхпа пурăнакансен шутĕнче йышлă. Статистика кăтартăвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. 2007 çулта районĕпе 3385 вĕлле хурчĕн çемйи шутланнă, 2008 – 4334, 2009 – 4379. Эпĕ хурт-хăмăрçă зоотехникĕ пулса 13 çул вăй хуратăп, çак тапхăрта йыш икĕ хут ÿсни маншăн питĕ кăмăллă. Çамрăксем, тивĕçлĕ канăва кайнисем хушшинче хурт-хăмăрпа кăсăкланакансем нумай. Çитес çул усрама тытăнас шухăшлисем те пур. Вĕсем ĕçе мĕнрен пуçламалли пирки канаш ыйтма килеççĕ.

– Пирĕн тăрăхра вĕлле хурчĕн мĕнле ăрачĕсене ытларах тытаççĕ;

– Унчченсенче вĕлле хурчĕн вырăнти популяцийĕ кăна пулнă. Тăватă çул каялла среднерусски ăратпа ĕçлеме тытăнтăмăр. Кун пекки республикăра урăх ниçта та, пирĕн районтисĕр пуçне, çук. Чи малтанах «Красное знамя», «Хастар» хуçалăхсем усрама тытăнчĕç. Среднерусски ăратлă вĕлле хурчĕсем пыл вăйлă пухаççĕ, пирĕн климат та вĕсене килĕшет. Çакна шута илсе пĕлтĕр Пушкăртри Шульган-Таш заповедникран, ун пекки тĕнчипе те урăх çук, асăннă ăратлă вĕлле хурчĕсене кайса илсе килтĕм. Тутарстанри Мамадышски районтан тăватă рамкăллă пакетсем амасемпе туяннă.

Тĕслĕхрен, кăçал Шульган-Ташран илнĕ вĕлле хурчĕсем пыл лайăх пуçтарчĕç. Вăрманти утарсенче тытаканнисем çăкаран кунне 10 килограмм таран пухма пултараççĕ. Ку çулла пирĕн районта та 7-8 килограма çитернĕ тĕслĕхсем пур.

Среднерусски ăрата сарассипе те хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ. «Красное знамя» – 130, «Хастар» 100 çемье сутнă. Туянас текенсем нумайăн.

– Кăçал çу шăрăх тăчĕ, вĕлле хурчĕсене те çăмăл пулмарĕ пуль пыл пухма;

– Вăрманта вырнаçнă утарсенче пыл лайăх юхтарчĕç, хиртисенче вара сахалтарах. Пыл илессипе «Труд» (утарçă В. Елов), «Исток» (В. Яковлев), «Звезда» (В. Воробьев), «Хастар» (А. Базунов), «Красное знамя» (С. Силюков) çуллен лайăх ĕçлеççĕ.

– Эпĕ ăнланнă тăрăх, вĕлле хурчĕ питĕ ĕçчен, çав вăхăтра хăйне тимлĕ пăхнине юратать. Тата вĕсем те чирлеççĕ, вилеççĕ. Хурт-хăмăрçă хăйĕн пĕлĕвне ăçта ÿстерме, анлăлатма пултарать;

– Хĕллехи вăхăтра Шупашкарта виçĕ уйăхлăх курссем йĕркелеççĕ. Пирĕн районтан унта 60 çын вĕренсе тухрĕ. Кăçал та каяс шухăшлисем пур.

Июлĕн 18-мĕшĕнче районта иртнĕ хурт-хăмăрçă канашлăвĕнче те вĕлле хурчĕ усракансем пĕлĕвĕсене анлăлатасси пирки ыйту хускатрĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ Н. Глухов та хутшăннăччĕ. Вăл ку йывăрлăхран тухма майсем шырама хушрĕ. Професси училищинче ăс пама специалистсем çук тата вĕсене тытса тăрасси те укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăнпа та çамрăк хурт-хăмăрçа канашсемпе пулăшассине хам çине илтĕм. Кашни ытларикунпа юнкун апат-çимĕç комбиначĕ патĕнче вырнаçнă вĕлле хурчĕсен продукцине сутакан лавккара (хуçи Н. Спинова) кăнтăрлаччен клиентсемпе ĕçлетĕп. Хам мĕн пĕлнине ăнлантарса пама, пулăшма тăрăшатăп.

– Кашни отрасльте йывăрлăхсем пур. Николай Петрович, хурт-хăмăр отраслĕнче те пурте кал-кал пымасть пуль...

– Ял хуçалăх предприятийĕсенче утарçăсем çукки чăрмавсем кÿрет. «Мир» хуçалăхра вĕлле хурчĕсем усрама пуçланăччĕ, специалист çуккипе ĕç малалла каймарĕ. Пултаруллисем хăйсем тĕллĕн килĕсенче ĕçлеççĕ, ыттисем майĕсене пĕлсех каймаççĕ.

Килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие йĕркеллĕ хакпа сутайманни те хурт-хăмăрçа «ура» хурать. Вĕлле хурчĕсен йышĕ ÿсет, анчах хир енче пыл паракан курăксем акайманни те çитменлĕх. Фацели, донник, синяк, хуратул пыл илме пулăшаççĕ. Юлашки çулсенче вĕсемпе сахал усă куратпăр. Кăçал «Труд» хуçалăхра фацели тăватă гектарта акса хăвартăмăр, унăн вăрлăхне тепĕр çул ытти хуçалăхсене те сутасшăн.

Вĕлле хурчĕсем час-часах чирлеме пуçларĕç, унчченрех ку проблема пулман. Хурт-хăмăрçăн халь ветврач та пулмалла. Экологи начарланни, гербицидсемпе усă курни тата ытти сăлтавсем те чир-чĕре сарăлма пулăшаççĕ.

Татса памалли ыйтусем нумай. Хурт-хăмăрпа тăрăшакансен пĕрлешсе килĕштерсе ĕçлени, семинар-канашлусем йĕркелени йывăрлăхсенчен тухма пулăшатех.

О. ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика