19 сентября 2009 г.
Культура тытăмĕнче вĕрентÿ учрежденийĕ чылай. Сăмахран, культура училищинех илер. Вăл 1945 çулта йĕркеленнĕ, маларах библиотека техникумĕ шутланнă, каярах культурăпа çут ĕç шкулĕ пулса тăнă. Хальхи вăхăтра çакскер республикăри социокультура тытăмĕ валли кадрсем хатĕрлессипе чи паллисенчен пĕри. Паян кунта 280 çамрăк пĕлÿ пухать. Кăçал 79 çын алла диплом илнĕ.
2005 çултанпа Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен 335 специалист вĕрентсе кăларнă. Унти виçĕ факультетра (культура, искусство, профессин хушма вĕрентĕвĕ) 560 студент ăс пухать. Вĕсем сакăр специальноçпа пĕлÿ илеççĕ. Института уçнăранпа (2000 ç.) вĕренекенсен шучĕ 15 хут ÿснĕ.
Шупашкарти ÿнер училищи 1934 çулта уçăлнă. Вăл маларах Улатăрти типографи çумĕнчи ФЗУ шкулĕн гравер уйрăмĕ шутланнă. Паян училищĕре ÿнер ăсталăхне 140 çын туптать.
Чăваш Ен музыка культурин историйĕнче Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. 80 çул хушшинче 3 пин çын алла диплом илнĕ. Училищĕре 200 студент вĕренет.